АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă аталанса пырать

16 октября 2009 г.

 

Çеçмерти Валерий Шумилов фермер çулĕ çине тăнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Çак тапхăрта хуçалăха тытса пырас ĕçре пуян опыт пухрĕ Валерий Николаевич.

Паян В. Шумилов хресчен-фермер хуçалăхĕ — районта ăнăçлă ĕçлесе пыракансенчен пĕри. Техники кивĕрех пулсан та, мĕн пур ĕçсене вăхăтра туса ирттерме çителĕклĕ. Тракторсемпе машина-механизмсен ĕмĕрне тăсас тесе вĕсене типтерлĕ пăхса тăраççĕ.

Ку хуçалăх кăçал тĕш тырă — 50, çĕр улми — 12, пахча çимĕç — 2, çав шутра купăста — 1, хĕрлĕ кăшманпа кишĕр 0,5-шер гектар акса-лартса çитĕнтернĕ. Тырри гектартан вăтамран — 23, çĕр улми 180 центнер тухăç парнеленĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” клиентсем уйранах илсе кайса пĕтернĕ. Пахча çимĕçĕ те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вырнаçса пырать.

Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕр тыррисем 25 гектар акса хăварнă, мĕн пур лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Хресчен-фермер хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн кăçалхи Ака туйра Валерий Николаевича ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç (сăн ÿкерчĕкре çав саманта сăнланă та).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика