АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх хĕл каçарас ыйтупа

16 октября 2009 г.

 

Ĕнер, октябрĕн 15-мĕшĕнче “Нива” хуçалăх никĕсĕ çинче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас ыйтупа районти семинар-канашлу иртнĕ. Ун ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе тĕп зоотехникĕсем, ветеринари ĕçченĕсемпе ферма заведующийĕсем хутшăннă. Малтанах унта пынисем Кĕçĕн Шетмĕ сĕт-çу фермин ĕçĕ-хĕлĕпе, витесене хĕле мĕнле хатĕрленипе паллашнă.

Кун хыççăн Кĕçĕн Шетмĕ кану центрĕнче семинар-канашлу хăйĕн ĕçне малалла тăснă. Пирваях кунта “Нива” хуçалăхри ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе асăннă хуçалăх ертÿçи И. М. Петров тата Т. В. Павлова тĕп экономист паллаштарнă. Унтан район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист -эксперчĕ Г. Н. Матвеев выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартăвĕсемпе, хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илмелли килĕшĕве мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Геннадий Николаевич фермăсене хĕле хатĕрлес тата выльăх апачĕ янтăлас тĕлĕшпе палăртнă ик уйăхлăх мĕнле иртни çинчен каласа панă. “Шатьма”, “Волит”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсемпе “Нива” хуçалăх, А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕ лайăх ĕçленине палăртнă. Вĕсенче кашни условнăй выльăх пуçне 53,6 —25,9 центнер апат единици хатĕрленĕ. Юлашкинчен вăл выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тĕлĕшпе умра тăракан задачăсем çинче чарăнса тăнă. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачĕ В. Ф. Николаев ветеринари ĕçченĕсем сикекен чирсене асăрхаттарас енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă тата выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăрти тĕллевсене палăртнă.

Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ С. Николаев хутшăннă, вăл мăйракаллă шултра выльăхсен, уйрăмах ĕнесен йышне сыхласа хăварма сĕннĕ.

Семинар-канашлу ĕçне ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров йĕркелесе пынă.

Канашлу пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче каласа парăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика