16 октября 2009 г.
Октябрĕн 13-мĕшĕнче пирĕн рейд бригади “Нива”, В. Васильева ХФХ, “Янмурзино” тата “Досаево” хуçалăхсене çитсе, кунти фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленипе паллашрĕ.
“Нива” хуçалăх кăçал выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл туса парас тесе, сенаж — 1366, утă — 155, улăм — 78, фураж 450 тонна хатĕрленĕ. Кĕçĕн Шетмĕ ферминче эпир пулнă чух М. Герасимовпа В. Гурьев ĕçченсем вите стенисене шурататчĕç. Витесене маларах дезинфекцилесе тухнă. Ĕнесене кунта хĕллехи тапхăрта пăхса усрамалли условисене куçарнă. Октябрĕн 12-мĕшĕнче сенаж траншейине уçнă.
— Ĕнер, пĕрремĕш кун ĕне выльăхсене 7 прицеп сенаж патăмăр та питĕ лайăх çирĕç, нимĕн те хăвармарĕç. Талăкри сăвăм ĕне пуçне вăтамран 11 ытларах килогрампа танлашать, — пĕлтерет ферма заведующийĕ Е. Гаврилов. — Кăçал выльăх апачĕ пĕлтĕрхинчен ытларах хатĕрленĕ, хĕл каçма çитмелле. Кадрсем енĕпе йывăрлăхсем пур, ĕне сума тепĕр çын кирлĕ…
В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Сартăванти сĕт-çу ферминче лару-тăру япăх мар. Сысна витинче ăшăрах пултăр тесе, Владимир Петровпа Иван Андреев кантăксене, пĕрре урлă, блоксемпе купаласа питĕретчĕç. Анатолийпе Николай Кузьминсем витесем тавралла карта тытма пуçăннă.
Ĕнесен рационĕ тулăх кунта. Хуçалăх ертÿçин çумĕ Виталий Васильев каланă тăрăх, кашнин пуçне сенаж — 10—15, утă — 8—9, салат пăтти — 10, вăрă чусти (жмых) — 0,7, çăнăх 4,5 килограмм параççĕ. Вĕсене пурне те пĕрле КИС-8 миксер бункерне ярса вĕтетеççĕ. Ĕне выльăх валли çав тери паха апат пулать. Ун çине тата кăшман пылĕ (патока) ĕне пуçне 1 килограмм хушса параççĕ. Кунсăр пуçне паниçкесене 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен уйра, çаран çинче çитерсе çÿреççĕ. Çавăн пек тулăх тăрантарнăран паян фермипе ĕне пуçне 13 килограмм сĕт суса илеççĕ.
“Янмурзинора” та кăçал выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕнех хатĕрленĕ. Ĕнесене хĕллехи условисем çине куçарнă. Вăрнар районĕнчен кÿрсе килнĕ ăратлă 50 пушмак пăруран иккĕшĕ пăруланă. Кĕçех ыттисем те пăрулама пуçламалла. Унсăр пуçне 25 ĕнене сума пăрахтарнă. Октябрь — декабрь уйăхĕсенче пĕтĕмпе 54 ĕне пăруламалла иккен.
— Вите урайне çĕнетме хăмисене кÿрсе килнĕ. Анчах ĕç вăйĕ тивĕçменнипе юсав ĕçĕсене пуçăнайман. Çĕр улмине октябрĕн 12-мĕшĕнче кăларса пĕтернĕ. Халĕ хăш-пĕр çынсем çав ĕçрен пушанчĕç-ха, — фермăри лару-тăрупа паллаштарать Елена Константинова заведующи. — Ĕнесене виççĕн сăваççĕ. Сахалтан та тепĕр икĕ доярка кирлĕ. Пушмак пăрусем массăллăн пăрулама пуçăнсан, питĕ йывăр килет. Халĕ вĕсене сăвăма пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хатĕрлеме пуçăнмалла, массаж тумалла тата ытти те.
Фермăра ĕç условийĕсем лайăх теме çук. Хуçалăх правленийĕн дояркăсен ĕçне çăмăллатас тĕлĕшпе конкретлă мерăсем йышăнни кирлĕ.
“Досаевора” витесене хĕле хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Ĕнесем патĕнче вĕсем нумаях мар. Иртнĕ кунсенче вăйлă çил вите тăрринчи темиçе шифера хытах аркатнă, çавсене улăштармалла.
Талăкри сăвăм ĕне пуçне 8 килограма яхăн çеç. Кĕтĕве çĕнетессипе çине тăрса ĕçлеменни хăйĕн йĕрне хăварнă мар-и? Кĕтÿрен килекен ĕнесене сăнаса тăтăмăр та унта усăннă çилĕллĕ пĕр ĕне çеç куртăмăр. Ыттисен вăл палăрмасть те темелле. Ăçтан вĕсем сĕт нумай антарччăр? Ферма заведующийĕ Юрий Антонов та пирĕнпе килĕшрĕ.
— Сысна витин çур çĕр енчи икĕ кантăкне паян блоксемпе питĕрсе лартрăм. Тепĕр икĕ алăкне те хупласа хурасшăн, — пĕлтерчĕ Юрий Николаевич. — Урай хăмисене çĕнеткелерĕмĕр…
Тусайра та фермăна ĕçлеме пырас шухăшлисем çук. Хальлĕхе пĕр доярка çитмест. Çынсем тивĕçменнипе заведующи хăй юсав ĕçĕсене пурнăçлать: платник те, каменщик та вăл, сыснасем валли апат та пĕçерет. Выльăхсем пусса тирпейлемелли цеха та хăех йĕркелештерсе çитернĕ тата ытти те. Нимĕн те калаймăн, Юрий Антонов тăрăшуллă çын.
Вăхăт кĕр еннеллех сулăнчĕ. Апла пулсан вырăнсенче витесенчи хушăк-çурăксене питĕрсе, алăксемпе кантăксене ăшăтса, фермăсене çак кунсенчех хĕле хатĕрлесе çитерме тăрăшасчĕ. Территорие тирпей-илем кĕртесси пирки те манас марччĕ.