16 октября 2009 г.
Яманака çитсе курман-и эсир? Ку ялта урамсене ытларахăшне чăвашла ят панă. Питĕ савăнтарать ку. Пÿрнесем çине хурса шутлар-ха. Йăлăм, Малтикас, Кайрикас, Шур, Сывлăмкасси тата ыттисем те.
Ăçтарах вырнаçнă-ши Сывлăмкасси? Вăл Яманакран уйăрăлса, тепĕр ял пекех, Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринче ларать. Кĕтÿç пушши евĕр, тÿрĕ урам.
Миçе кил тетĕр кунта? Ăна та пĕлĕпĕр акă. Çакăн çине мана кунти йывăç çуртра пурăнакан Елена Андрияновна Иванова тĕплĕнрехех каласа пачĕ те. Тата вăл урамăн вăрттăнлăхне, мĕншĕн-ха Сывлăмкассипе çыхăннине те пĕлтерчĕ. Тарават сăмахлать хăй.
— Манăн пурнăç ку ялпа, тĕрĕссипе, ку урампа 1952 çултанпа çыхăнчĕ. Дубовкăран качча тухнă вĕт эпĕ. Упăшкана Кĕркури тесе чĕннĕ. Хама та халь те хăнăхнă йăла-йĕркепех пуль Кĕркури арăмĕ, теççĕ. Теприсемшĕн инке те пулатăп ĕнтĕ, — кăмăллăн калаçать 79 çул урлă каçнă хĕрарăм. — Пирĕн кил, акă, 15-мĕш номерлĕ…
Сывлăмкассинчи 14 килте пурăнаççĕ. Çурчĕсем пĕринчен тепри хăтлă. Шел те, урамне ăпăр-тапăрпа тултарнă. Тата пырса кĕнĕ çĕртех, Мăн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи айлăма, çÿп-çап масарĕ туса хунă.
— Мĕншĕн-ха Сывлăмкасси? Ĕлĕкрех ваттисем каланă тăрăх, çак урамра пурăннă Матви старик ирхи сывлăмпах çăмарта сутма кайнă тет. Пасара ĕнтĕ… Çавăнпа та урам ячĕ çапларах… — хăй калассине пĕлтерчĕ Елена Андрияновна. — Урăхла халап-сăмаха хăлхана чикмен.
Мăшăрĕ пирки ыйтсан, тăруках кăмăлсăрланчĕ ватă. 2001 çулта çĕре кĕнĕ çав Кĕркури. 75 çула кайнăччĕ. Хуçалăхри тĕрлĕрен ĕçсенче тăрăшнă. Уй-хир бригадирĕ те, платник те пулнă.
— Çак çурта та Кĕркури пурăннă чухне, 1975 çулта туса лартрăмăр. Хам та тăван хуçалăхра пилĕк-çурăма авнă. Ытларах, паллах, строительство ĕçĕсенче вăй хунă. Ялти сĕт-çу фермине те, клубне те хăпартнă. Ытти çурт-йĕре çĕкленĕ çĕрте те вăй-хала шеллемен эпĕ, — чуна уçса калаçрĕ Е. Иванова. — Ачасемпе мухтанмалли пурах манăн.
Чи аслă ывăлĕ — Славик — шăл тухтăрĕ, иккĕмĕшĕ — Надежда — Ташкентра пурăнать. Анатолий — хими наукисен кандидачĕ, Галина — тĕп бухгалтер, чи кĕçĕнни — Юрий — Мускава ĕçлеме çÿрет.
Ивановсен тăхăр мăнук тата мăнукĕсен пилĕк ачи. Сăмах май, Юрий мăшăрне — Луизăна — пирĕн ялтан — Пайсупинран качча илнĕ.
— Ĕне усратпăр. “Марта” ятлă вăл. Тата тепĕр пăру та, чупмалли пăру та пур. Ялта выльăх-чĕрлĕх тытакан çын выçă лармасть. Хырăмĕ те тутă, укçи-тенки те пур унăн, — сывпуллашнă май каларĕ Е. Иванова. — Кĕçĕн ывăл та ашшĕ пекех платник, столяр ĕçне пултарать.