АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн вăл туляреми?

16 октября 2009 г.

 

Вăл — çут çанталăкри ерекен чир. Хăвăрт пуçланать, тÿрех температура хăпарать, пĕтĕм организм хăвăрт наркăмăшланать. Çавна пула лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Ку чир Европăра, Азире, Çурçĕр Америкăра анлăн сарăлнă. Раççейре те асăннă чир вырăн-вырăнпа тĕл пулать. Акă, Чăваш Республикинче 1992—1997 çулсенче чир шайĕ Раççей шайĕнчен 1,4-чен пуçласа 5 хут пысăкрах пулнă.

1998—2003 çулсенче ку чирпе аптрани темиçе тĕслĕхпе çеç палăрнă. 2004—2005 çулсенче чирлекенсем пулман. 2006 çулта туляремипе Куславкка районĕнче виçĕ çын чирленĕ.

Кăçал март уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Пушанар юхан шывĕнче туляреми палочкисене тупнă. Палочкăсем уçă сывлăшра çирĕп аталанаççĕ, ниме те парăнмаççĕ. Шыва вĕретсен вĕсем пĕр икĕ минутранах вилеççĕ. Чире ытларах кăшлакан чĕр чунсем: ăтăрсем, шăши-йĕкехÿресем, тыркассем, мулкачсем сараççĕ.

Унпа сунарçăсем, фермерсем, тирпе, аш-какай хатĕрлессипе ĕçлекенсем сиенленеççĕ.

Туляремие хурт-кăпшанкăсемпе шăна-пăвансем те сараççĕ. Шывра чирĕн палочки пулсан, ăна ĕçсен вăл юн урлă та ерет. Чир паллисем 3—7 кунтан палăраççĕ. Чир хăвăрт пуçланать: пуç ыратать, лĕклентерет, хăстарать, температура хăвăрт хăпарса 39—40 градуса çитет. Куç, питпе мăй хĕрелсе каяççĕ. Каярахпа вара лимфа тĕввисем ÿссе каяççĕ, ÿт çине шатрасем тапса тухаççĕ.

Туляремипе сиенленнĕ вырăн хăмпăланать, пÿрпе тулать. Кайран çав вырăн шăтса юхсан, çавăнта язвăсем пулса юлаççĕ. Çыннăн ÿт-пÿри пысăк температура 5—30 талăка тăсăлать.

Туляремипе чирлесе ирттернĕ çын ăна ĕмĕрĕпех парăнмасть. Чир-чĕр ересрен сыхланас тесен кăшлакан чĕр чунсенчен асăрханассине вăйлатмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика