АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн кулă илемлĕ пултăр

16 октября 2009 г.

 

Катăк шăлсем пулнăран хăш-пĕр çынсем савăннă чух та çăвар туллин кулма именсе тăраççĕ. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, шăпах çавăн пек туллин кулни сывлăхшăн чи усăлли (хăйма çинĕ пек теççĕ мар-и тата). Апат-çимĕçе тĕплĕн чăмласа çини вара апата ирĕлтерме пулăшать, вар-хырăм ĕçне лайăхлатать. Ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ, шăлсем тĕрĕс-тĕкел пулни сывлăха упрама пулăшать.

Анчах та райбольницăра кивĕ аппаратсем пулни, сиплев кабинечĕ умĕнчи вăрăм черетсем шăл юсас текенсен кăмăлне пăсатчĕç. Кăçалтан вара район поликлиникинчи стоматологи служби самаях пуянланчĕ: 2 çĕнĕ установка туяннă, кабинетсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пломба валли çĕнĕ составсем туянсах тăраççĕ. Стоматологи енĕпе ĕçлекен кашни специалиста — терапевтпа хирурга тата ортопед-протезиста — уйрăм кабинетра ĕçлеме майсем туса панă.

Юпа уйăхĕнчен пуçласа хуларан тепĕр икĕ тухтăр килсе ĕçлеме пуçларĕç. Стоматолог терапевт-хирург Олег Юрьевич Тестов кашни кунах ĕçлет. Протез лартакан Валерий Васильевич Москвичев ытлари кунсемпе эрне кунсенче килсе çÿрет.

Шăлсене тĕрĕс-тĕкел усрасси хăвăрăнтан кăна килет. Стоматологи ĕçченĕсем ватти-вĕттисене те, çитĕннисене те яланах пулăшма хатĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика