13 октября 2009 г.
Район прокуратури граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, патшалăх саккунĕсене вырăнсенче мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес тĕлĕшпе нумай тăрăшать.
Анчахрах кунта кăçалхи 9 уйăхра граждансен ĕç прависене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленин кăтартăвĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ тапхăрта Трак енри предприятисемпе организацисенче ĕç укçи тÿленине тĕрĕсленĕ хыççăн районти пĕрремĕш номерлĕ суд участокне вĕсенчен 240 заявленипе 552 пин тенкĕ шыраса илмелли пирки пĕлтернĕ. Çав заявленисене пăхса тухса тивĕçтернĕ. Ĕç укçи тÿлес енĕпе саккуна пăснăшăн 4 представлени тăратнă, ĕç паракан 3 çынна РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе административлă явап тыттарнă.
Ĕç саккунне пăснине вăхăтра тупса палăртса вĕсенчен хăтăлас тĕллевпе район прокуратури федераллă органсен ĕç тăвакан влаçĕн территорири органĕсемпе, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕпе, районти суд приставĕн пайĕпе, çавăн пекех “Красноармейскинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр” патшалăх учрежденийĕпе, район администрацийĕпе çыхăнса ĕçлетпĕр.
Кăçалхи 9 уйăхра район прокуратури ĕç укçи тÿлеменшĕн Раççей Федерацийĕн уголовлă Кодексĕн 145 статйин 1 пайĕпе пĕр уголовлă ĕç пуçарнă.
Район прокуратури çут çанталăка сыхламалли саккун ыйтнисене мĕнле пурнăçланине пăхса тăрас енĕпе те хăш-пĕр мерăсем йышăнать. Тавралăха сыхлас тата çут çанталăкпа усă курас сферăра саккунлăха пăхăннине тишкерни тăрăх район прокуратурин ĕç планне хатĕрлетпĕр.
Кăçалхи 9 уйăхра ку енĕпе тăван тавралăха сиен кÿнĕшĕн, промышленноçра йăлари каяшсене вырнаçтармалли обăектсене ĕçлеттерес çĕрте пестицидсемпе, агрохимикатсемпе усă курнă чух саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевсене тĕрĕслекен органсен специалисчĕсене явăçтарнă.
Акă район прокуратури Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи территорири уйрăмĕн (ТО) специалисчĕпе иккĕмĕш кварталта тĕрĕсленĕ чух йăлара хытă каяшсен (ТБО) полигонне ĕçлеттерес çĕрте саккуна хирĕçлекен хăш-пĕр тĕслĕхсене тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, полигон территорине кĕнĕ çĕрте чăрмав (вал, траншея) тума пăхман, полигон тавралли территорине тасатса тăмаççĕ. Предприятин тĕп инженерĕ хăрушă каяшсемпе ĕçлеме ятарласа вĕренмен.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе район прокурорĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприяти директорĕ ячĕпе майăн 19-мĕшĕнче йăлари хытă каяшсен полигонне ĕçлеттернĕ чух саккуна пăснине пĕтерме хушнă хыççăн çитменлĕхрен хăтăлнă, 2 çынна дисциплинарлă майпа айăпланă.
Ку предприяти çут çанталăка сыхламалли саккун ыйтнисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ чух унăн хăрушă каяшсемпе ĕçлеме ирĕк паракан лицензийĕ кăçалхи февралĕн 3-мĕшĕнчех тухнине палăртнă. Асăннă çитменлĕхшĕн кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ çине РФ КоАПĕн 14.1 статйин 2 пайĕпе 40 пин тенкĕ штраф хунă.
Надзорлă мероприятисем ирттернĕ вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăннине, ял тăрăхĕсенчи ялсене тирпей-илем кĕртес тата çÿп-çап пухас енĕпе тăтăшах санитарипе экологи субботникĕсем ирттернине палăртнă. Кунпа пĕрлех Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Пăрăнтăк ялĕ патĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче 0,06 гектар çинче йăлари каяшсемпе çÿп-çап пăрахса тултарнă санкцилемен çÿп-çап вырăнĕ тупса палăртнă. Çавна май район судне Мăн Шетмĕ ял тăрăхне уйăх хушшинче çĕр лаптăкне килти каяшсемпе çÿп-çапран тасаттарма ыйтса тавăç заявленийĕ ярса панă, ку ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пирки РФ КоАПĕн 8.8 статйипе административлă право йĕркине пăсни пирки ĕç пуçарнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче кăçалхи 2-мĕш кварталта районти хăш-пĕр предприятисем Роспотребнадзорăн технологипе экологин Чăваш Республикинчи федераллă службин управленине тавралăха сиен кÿнĕшĕн укçа тÿлеменнине тупса палăртнă.
Тăван тавралăха сыхласси çинчен федераллă саккунăн 16 статйипе килĕшÿллĕн тавралăха сиен кÿнĕшĕн укçа тÿлемелле.
Тăван тавралăха сиен кÿни çине мĕн кĕрет-ха?
— Атмосферăна варалакан веществосем кăларса яни;
— шыв обăекчĕсемпе шыв айĕнчи обăектсене тата шыв пухмалли лаптăксене варалакан веществосем тата микроорганизм юхтарни;
— çĕре тата унăн ăшне варалани;
— производство тата потреблени каяшĕсене вырнаçтарни;
— тавралăха шăв-шав сарни, ăшă, электромагнитлă, ионизаципе ытти тĕрлĕ вăй хистевĕ;
— тавралăха ытти енĕпе хистени.
Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çут çанталăкпа çыхăннă организацисен хăйсем тавралăха вараланăшăн укçа тÿлемелле. Анчах та хăш-пĕр предприятисем федераллă саккун ыйтнисене пăхăнсах каймаççĕ, район прокуратури вĕсем пирки 20 представлени тунă.
Кăçалхи 3-мĕш кварталта район прокуратури ирттернĕ тĕрĕслевре муниципаллă служба тата коррупцие хирĕçле ĕç пирки йышăннă саккун ыйтнисене мĕнле пурнăçланипе интересленнĕ. “Коррупцие хирĕç тăрасси çинчен” федераллă саккунăн 9 статйин 5 пунктне мĕн пур ял тăрăхĕсенче пăхăнманнине тупса палăртнă. Çитменлĕхе пĕтерме 9 представлени çырнă. Вĕсене пăхса тухса мĕн пур ял тăрăхĕсенче тивĕçлĕ право акчĕсене йышăннă, 7 муниципаллă служащине явап тыттарнă.
Ку район прокуратурин граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, вырăнсенче патшалăх саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслес тĕлĕшпе тунă ĕçсен пĕр пайĕ çеç.