13 октября 2009 г.
Кĕр. Уй-хирте ĕç шавĕ чаксах пырать. Ялти ĕç çи çав-çавах ял çыннине канăç памасть. Сахал-и ал-ура ăшшинче туса çитерейменни? Ку вăл — ял пурнăçĕн тытăмĕ. Пĕр ĕçне вĕçленĕ, теприне тытăнмалла. Эпĕ пур ĕç çине те çитсе вулакан вăхăтне илес теместĕп. Мана, акă, мĕн кăсăклантарать.
Ĕçчен тивĕçĕ çинчен пĕр виçĕ сăмах. Ĕç хатĕрĕ çинче чарăнса тăрасшăн эпĕ.
Хресченшĕн пушă вăхăт сахал пулнă. Пĕрин хыççăн теприне тытнă. Анчах мĕнле пăхнă-ха ун çине этем? Лайăх хуçан пур япали те типтерлĕ. Мĕншĕн? Вăл типтерлĕ çын аллинчен канăва тухать. Кÿршĕре пĕр кинеми пурăнатчĕ. Ну мĕнех ĕнтĕ кинеми? Сахал-и вĕсем? Халĕ те пур вĕсем, вилме маннăскерсем, тейĕ хăшĕ-пĕри. Апла мар çав. Ку кинеминчен пур ăру валли те илме кирли пурччĕ. Пахча пусать-и, йăран хусăклать-и е çĕр улми анине кăпкалатса рет хушшисене купалать-и, яланах вăл ĕç хыççăн кĕреçине, çуса тасатса усă курнă çупа (отработкăпа) сĕрсе, хăй вырăнне упрама тăрататчĕ. Акă ăçта вăл типтерлĕхпе перекетлĕх?!
Миçе çул ĕнтĕ эпĕ райхаçатпа туслă. Çуркунне çитсен çур акине хатĕрленнĕ тапхăрта плугсемпе культиваторсем иртнĕ кĕркуннехи пылчăкпах ларни, хир карапĕсен шнекĕсемпе бункерĕсене ĕç хыççăн тасатманни çинчен çырса миçе тăваткал метр хут пĕтермен-ши? Халĕ, акă, иртнĕ номерсенчен пĕринче умстатьяра çакăн пек йĕркесем вулатăп: … тĕп специалист-эксперчĕ В. П. Чаховский харпăр хăйне çирĕплетсе панă техникăна хĕллехи управа ГОСТ ыйтнă евĕр пахалăхлă вырнаçтарса лартнă механизатора вырăнсенче хавхалантарма кирли… Ытти паллă. Çырмастăп. Миçе çул çапла. Лавĕ вара çав-çавах вырăнтан тапранмасть. Ăçтан пуçланса кайса ку таранччен пыракан чир ку? Кам айăплă çакăншăн? Ман шутпа, ку яваплăха колхоз-совхоз тытăмĕнче шырамалла мар-и? Ара, колхоз пурлăхĕ унпа ĕçлесе укçа тума кирлĕ хатĕр çеç пулнă. Уншăн механизатор чунĕ ыратман. Ваннă, çĕннине пар. Чăтнă патшалăх. Мехпарк картишĕ вилĕ техника масарĕ пулнă-çке. Кивелнĕ, ваннă, тархасшăн, çĕнни çине лар.
Колхозран юлнă чир çине татăклă мăн пăнчă лартмалла. Хальхи пурнăç форми улшăнчĕ. Субсидипе çĕнĕ, хаклă техника туяннă ĕмĕрте механизатор çине те, механизаторăн хăйĕн те хальхи пурнăç çине ман кÿршĕри кинеми пек пăхмалла.
Мĕншĕн-ха ĕç пуçламăшĕнче таса, тирпейлĕ техника çине ларнăскерĕн таса та тирпейлĕ плуг-и вăл, культиватор-и, комбайн-и, дисклă сÿре-и ĕçе вĕçлесен, ăна, хĕле хатĕрлесе çитерсе, тасатса ларттармалла мар? Вăл унпа ĕçлесе укçа тунă вĕт-ха. Мĕншĕн тăкаксене пĕчĕклетме çакăнтан тытăнмалла мар. Кунта нимĕнле хушма тÿлев çинчен сăмах та пулмалла мар. Варалаканĕ тасаттăр.