АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп чемпионкин Елена Николаеван призĕсемшĕн

13 октября 2009 г.

 

Октябрĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче хăвăрт утса Елена Николаева Олимп чемпионкин парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту пулчĕ. Унта Трак ен çăмăл атлечĕсем те вăй виçрĕç, çитменнине япăх мар.

Тĕслĕхрен, 1998—1999 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче 1 километрлă дистанцире Анжелика Николаева — пĕрремĕш, Кристина Мефодьева — иккĕмĕш, 2 километрлинче Мария Денисова — иккĕмĕш, Константин Семенов (пурте Еншик Чуллă) — виççĕмĕш, 3 километрлинче — Эдикт Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ) — пĕрремĕш, Светлана Григорьевапа (Карай) Оксана Хайбуллина (Кĕçĕн Шетмĕ) хăйсен ÿсĕмĕсенче иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Еншикчуллăсем аслă класлă В. Петров тренер пулăшнипе спортăн ку енĕпе икĕ çул каялла çеç тренировкăсем ирттерме пуçăннă. Хăвăрт утасси вĕсене хытах интереслентерет. Кунта пĕлÿ пухакансем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче хăйсене тĕрĕслеме тăрăшаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Лидия Ярковапа Света Емельянова, Кристина Григорьевапа Мария Данилова, Константин Семеновпа Рома Георгиев кăçалхи июльте Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче паллă спортсменсемпе: спорт мастерĕсемпе тата тĕнче класлă спорт мастерĕсемпе юнашар утса пăхрĕç. Хĕр ачасем — 5, арçын ачасем10 километрлă дистанцисенче вăй виçрĕç ун чухне. Çапла спортăн ку енĕн вăрттăнлăхĕсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн алла илсе пыраççĕ, ăсталăха туптаççĕ вĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика