АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев — тухăçа ÿстересси

13 октября 2009 г.

 

Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕр улми лартса çитĕнтерес енĕпе ĕçлесе пырать. Кăçал вăл “иккĕмĕш çăкăр” лаптăкне 45 гектара çитерчĕ. Ир тата вăтам вăхăтра пулакан сортсене лартнă. Çав шутра “Жуковская ранняя” — супер элита, “Удача” — элита, “Белоснежка” пулнă. Юлашки сорчĕн крахмал хисепĕ пысăк, 20 процент таранах.

— Пăрачкаври крахмал заводне илсе кайрăм та лабораторире крахмал шайĕ 19 процент тесе пĕлтерчĕç. Яшкара йăлтах саланса, ирĕлсе каять те çаплах пулмалла, — пĕлтерет Леонид Спиридонович. — Хамăр тăрăхри халăх пулăшнипех пухса кĕртрĕм çĕр улмине кăçал. Куллен 45 çын таран тухрĕ. Шкул ачисене яваçтарма та тивмерĕ…

Л. Артемьев каланă тăрăх, çĕре хуратса шуратас ĕçсене ытларах Владимир Васильев механизатор туса пырать. Ун ĕçĕпе кăмăллă вăл. Çĕр улми лартнă вăхăтра ăна В. Шумилов фермер та пысăк пулăшу кÿнĕ иккен.

— Кăçал çу типĕрех килчĕ те тухăç пысăках мар çав. Гектартан вăтамран 160—170 центнер çеç тухкаларĕ, — каласа парать Л. Артемьев. — Çĕр улми çине гектар пуçне 500 килограмм аммиак селитрипе диамофоска патăм. Çĕр улмине ÿсме лайăх услови кирлĕ, ытла вĕри çанталăк ан тăтăр, нÿрĕк çителĕклĕ пултăр. Анчах кăçал ку вăхăтра çанталăк питĕ вĕри тăчĕ. Тата çу каçипе те çĕр улми патне нÿрĕк çитмелĕх çумăр çумарĕ вĕт. Ăçтан тухăç пысăк пултăр?!

Килес çул лартмалăх вăрлăх çителĕклех хывса хăварнă. Сăмах май, Леонид Спиридонович “иккĕмĕш çăкăр” лаптăкне кăшт пĕчĕклетес шухăшлă, “30 гектар лартсан çитет”, терĕ. Вăл ку культура тухăçне ÿстерес тĕллев лартнă хăй умне.

Мĕнех, хуçа хăйĕнне хăй пĕлет. Çакăн пек лаптăк çинчех çĕр улмине кăçалхи чухлĕ туса илме пулать. Ăна технологипе килĕшÿллĕн пăхса çитĕнтерсе гектарсен тухăçне ÿстерме майсем çуралаççĕ, тăкаксем пĕчĕкленеççĕ тата ытти те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика