13 октября 2009 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче — Красноармейскинче хуçалăх таварĕсем сутакан тепĕр магазин уçăлчĕ. “Мастер” ятлă вăл. Унăн хуçи — Эдуард Кириллов предприниматель.
Ку суту-илÿ точки В. Васильев урамĕнчи 7-мĕш çурт путвалĕнче вырнаçнă.
— Çăмăл пулмарĕ ку магазина уçма, 5 çула яхăн тапаçлантăмăр, аран-аран вăй çитеркелерĕмĕр, — пĕлтерет Эдуард Валентинович. — Укçа тивĕçсе пыманнипе хальлĕхе таварсен ассортименчĕ те чухăнрах. Çапах та ăна май килнĕ таран пуянлатса пыма тăрăшатпăр…
Паян кунта тĕрлĕ сăрăсем, кĕпе çумалли порошоксем, тĕрлĕ пастăсем , электроинструментсем, строительство материалĕсем: керамика плитисем çыпăçтармалли çилĕмсем, алебастр, пурă, штукатурка тумалли материалсем тата ытти те сутаççĕ.
Пĕрремĕш кун ку магазина кĕрсе тĕрлĕ таварсем туяннисем кăмăллă юлчĕç, мĕншĕн тесен сутуçăсем вĕсене кăшт йÿнĕрех хакпа пачĕç. Çитменнине тата канфетсемпе, тĕрлĕ сĕткенсемпе тата ыттипе хăналарĕç.
“Мастер” магазин таварсенчен пуянлансах пытăр, халăх ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерме тăрăштăр.