АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăх авăтсан...

13 октября 2009 г.

 

(Калав)

Кĕтерук тăхлачă кăçал чăх йышне пысăклатасшăн пулчĕ. Кĕрÿшĕсем виççĕн тан та, килсен-тусан яланах калакла çăмарта пĕçерсе пама ыйтаççĕ. Вун-вун пиллĕк çăмартана чашăкра услам çупа пăтратаççĕ те, çинĕ хыççăн чашăкĕсене çуса та хăвармаççĕ. Тарăхнăччĕ-ха Кĕтерук тăхлачă. “Çамарту качку!” — тенĕччĕ. Мĕн тăвас тейĕн? Пĕр кĕрÿшĕ — магазин хуçи, тепри — вăрман касса вăрман сутать. Кĕçĕн хĕрĕн упăшки ялти услапсене укçа тума Мускава иле-иле кайса килет. Ахаль çынсем мар! Амăшне пăх та хĕрне ил, теççĕ. Халиччен кĕрÿшĕсем Кĕтерук тăхлачăн хĕрĕсене кÿренсе калаçнине илтменччĕ-ха.

Вун пĕр çăмарта çине пусма лартнă чăх ирхине ирех шушултан çатăлтатса вĕçсе анчĕ. Картишне тухрĕ. Туй арăмĕ пек саркаланса: “Куккуруку-у-у-у!” — авăтрĕ. Кĕтерук тăхлачă: “Ай сасси хитре! Хамăр автанах çапла хитре юрлать-ши?” — тесе ыйхă тĕлĕшĕпе пăлтăр умне тухса тăчĕ. Хура чăх, ун умне пырса, паçăрхинчен те хытăрах авăтрĕ. “Чăх авăтсан, ырра мар!” — вĕтĕленсе илчĕ вăл. Хура чăхха наччасрах тытса каска çине хучĕ. Пуçне татрĕ. Ăна пахчаналла печĕ.

Тепĕр кунне Кĕтерук тăхлачă вун пĕр çăмартара вун пĕр чĕпĕ шиплетнине илтрĕ. Пусмапа шушула йăпăр-япăр хăпарчĕ. “Ырра мар ку!” — тесе çăмартасене çĕрелле вăрăнтарчĕ. Шап та шап çурăлчĕç вĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика