АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăл çула яхăн творчество лаççинче

13 октября 2009 г.

 

(Филипп Андреев çыравçă 90 çул тултарчĕ)

Кĕрекаçра çуралса ÿснĕ çывăх çыннăмăра мĕн ачаранпах паллатăп эпĕ. Пирĕн ялтан — Пайсупинран — виçĕ çухрăм пулать пуль унта çитме. Эпĕ астăвасса кĕрекаçсем пирĕн тăван кĕтесри пуçламăш шкула вĕренме çÿретчĕç. Çав йышра, ыттисемпе пĕрлех, Филипп Андреев та пулнă. Кун пирки çыравçă хăйĕн “Сакăлталлă пурнăç çулĕпе” астăвăмĕнче (“Ял пурнăçĕн” 1999 çулхи 79 (7480) номерĕнче), акă, мĕнлерех çырать: “1929 çул… Эпĕ вуннăри ача, Мамçари пуçламăш шкула кайса кĕретĕп.

Ир кайса кăнтăрла иртиччен партта хушшинче ларса учитель сăмахне тăнлатăп. 1933 çулта шкул çулĕ маншăн урăх кÿршĕ яла куçрĕ. Упири кĕçĕн вăтам шкулта вĕренме пуçларăм. Çичĕ класс пĕтертĕм те вун çичĕ çула çитрĕм”.

Упи шкулне такăрланă сукмак ăна литературăн мăн çулĕ çине тухма пулăшнă. Çакăнта чун-чĕрере пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сăвă çырас туртăм вăранса татах та татах вăй илнĕ. Çунатлă çамрăка чăваш чĕлхипе пĕлÿ паракан Василий Спиридонович Спиридонов хăвăртах асăрханă, пулас çыравçăна уроксенче е сцена çинче хăйĕн сăввисене вуланă чух хавхалантарнă, хак панă.

Ф. Андреев халăх юрри-такмакне пухассипе те ĕçленĕ. Вăл салтак, хăна, туй юррисене, улах, вăйă такмакĕсене сахал мар пуçтарнă. 1935 çулта вара хăш-пĕр такмакĕсене район хаçатĕнче пичетлесе кăларнă.

Унăн малтанхи калавĕ 1938 çулта “Сунтал” журналта пичетленсе тухнă. Ăна вăл Çĕрпÿри педтехникумра вĕреннĕ чухне çырнă. Унтанпа вара çанă тавăрсах литература лаççинче ырми-канми ĕçленĕ. Ку таранччен вăл вулакансене “Чĕмпĕр çути” повеçпе, “Атте килĕ”, “Тайга кашлать”, “Тухăçри тапă” поэмăсемпе тата чылай-чылай калавсемпе, очерксемпе, сăвăсемпе савăнтарнă. “Инçетри çутăсем” сăвăсен ярăмĕ тата 2006 çулта “Тухăçран хăпарать шурăмпуç” повеçĕ кун çути курчĕç.

Ф. Андреев 1939 çултан пуçласа 1946 çулччен Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар службинче пулнă. Салтакран таврăнсан, Вăрнарта ĕçленĕ чух, Тăвай районĕнчи Вырăс Нăрваш хĕр упраçне — Надежда Владимировнана — качча илнĕ. Икĕ хĕр Андреевсен. Шупашкарти Университетски урамри 19 çуртри икĕ пÿлĕмлĕ 18-мĕш хваттерте пурăнаççĕ.

— Атте Полтави фронтĕнче пуç хучĕ. Ялта манăн тус-тăвансенчен Гена Софронов кăна тăрса юлчĕ. Тунсăхлать халь мансăр ял, — хăй калассине пытармарĕ çыравçă. — Эх, сывлăх пулсан тепре çитсе çаврăнса тухмалла та…

Çак сăмахсене Раççей тата Чăваш çыравçисен Канашĕн членĕ ытахальтен каламарĕ. Эпĕ унпа анчахрах, сентябрь уйăхĕнче, Шупашкарти ветерансен госпиталĕнче тĕл пултăм. Сулахай алли-урине шалкăм çапнипе утаймасть, çÿреймест юлташăмăр.

Тăхăр теçетке тултарнă пулин те пысăк ĕмĕт-шухăшпа пурăнать, сываласса шанать çыравçă. Çаплах пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика