АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿнер, черчени, технологи учителĕ

13 октября 2009 г.

 

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ÿнер, черчени, технологи учителĕ, “Техникăлла модель тăвасси” вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн çывăх тусĕ Иван Петрович Матвеев 60 çул тултарать.

И. Матвеев 1949 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ — Петр Матвеевичпа Перасковья Степановна — колхозниксем пулнă. Çичĕ ача çуратса панă мăшăрне Перасковья. Шел, вăл вăхăтри вăйсăр медицинăна пула виçĕ ачи çамрăклах çĕре кĕнĕ. Асли, Георгий, ăста хирург, медицина наукисен кандидачĕ. Зинаида Воронеж облаçĕнче ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ. Кĕçĕнни, Миша, çемйипе тĕп килте тĕпленнĕ.

Йăван 1957—1961 çулсенче Кушарти пуçламăш шкулта пĕлÿ пухать. Ун хыççăн тÿрех Упири вăтам шкула çул тытать, ăна 1967 çулта вĕренсе пĕтерет. Çав çулах Çĕнĕ Йĕкĕт каччи Шупашкарти пир-авăр техникумне вĕренме кĕрет.

1969 çулта И. Матвеева çара илеççĕ. Çар хĕсмечĕ ракетăллă çарсенче иртет. Каччăн вĕренес туртăм пысăк пулнă çав. 1970 çулта вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт. ) хатĕрленÿ уйрăмне вĕренме кĕрет. Çулталăкран аслă шкулăн художествăпа графика факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. 1976 çулта И. Матвеев института ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Аслă пĕлÿллĕ специалиста направленипе Упи вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Вăл кунта ÿнер, черчени тата ĕç учителĕ пулса вăй хума пуçлать. Тÿрех каласа хăварар: ĕçленĕ хушăрах Иван Петрович КПСС Чăваш обкомĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм институтне, 1997 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультечĕн географи уйрăмне вĕренсе пĕтерет.

“Ĕç пурнăç тыткăчи”, — теççĕ халăхра. Ачасене ĕçе юратма вĕрентесси — шкулăн тĕп задачисенчен пĕри. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчех И. Я. Яковлев ачасене ĕçе хăнăхтарнă: шкул мастерскойĕнче тĕрлĕ япаласем ăсталанă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, уй-хирте ĕçленĕ. Çакна И. Матвеев шкулта вăй хума пуçланă кунах чи малти вырăна хунă. Вăл вăтăр çул ытла ĕнтĕ “Техникăлла модель тăвасси” вĕренÿ пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ачасене ĕçе хăнăхтарасси хĕллехи вăхăтра шкул мастерскойĕнче иртет. Унта тимĕрпе, йывăçпа ĕçлемелли тата ĕç хатĕрĕсене упрамалли пÿлĕмсем вырнаçнă. Токарнăй, фрезер, шăтармалли, йывăçран рейкăсем çурмалли, ĕç хатĕрĕсене хăйрамалли станоксем пур. Ачасем мастерскойĕнчи ĕç урокĕсенче тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренеççĕ, алла тĕрлĕрен инструментсем тытса ĕçлеме хăнăхаççĕ, чертежпа тата техника кăтартăвĕсемпе паллашаççĕ. Ачасем эрнере икĕ хут пуçтарăнса тĕрлĕрен машинăсен моделĕсене ăсталаççĕ. Вĕсен мастерскойра тата вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче ĕçлес туртăмĕ пысăк, мĕншĕн тесен технологи урокĕсенче, пĕрлешÿре хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Ăсталанă япаласене вара хăйсен куçĕпе курса савăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хăш-пĕр вĕренекенсем 6—7 çул хушши вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿреççĕ.

— Ачасене шкулта тĕрлĕ предметсене вĕрентеççĕ. Çакă вĕсен ăс-тăнне аталанма пулăшать те. Çав вăхăтрах кашни предметăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Тĕслĕхрен, вĕренекенсен ăсталăхне ÿстерес çĕрте ĕç урокĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни ачах пĕр-пĕр япалана хăй тĕллĕн ăсталасан, чăннипех те, савăнать. Малалла детальсем тунă çĕрте хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхать. Кашни вĕренекен ĕç илемлĕхне туйса тăтăр тетĕп, — тет И. Матвеев. Ĕçе эстетикăлла туйăмпа тума вĕрентесси — учителĕн тĕп тивĕçĕ. Урок пуçланиччен ачасене моделĕн тĕслĕхне кăтартатăп. Вĕренекенсем япалан илемлĕхĕнчен те тĕлĕнеççĕ. Çавăн чухне йывăçран тĕрлĕ япаласем тума пултаракан ăстаçăсем çинчен каласа ăнлантаратăп. Çакă ачасене столяр, платник ĕçĕсене татах та хисеплеме вĕрентет. Пуринчен ытла ĕç çине творчествăлла пăхни кирлĕ. Тата ачасене ăсталăха вĕрентес çĕрте танлаштару меслечĕ пысăк вырăн йышăнать. Ĕç урокĕсенче вĕренекенсем пурте пĕр деталех тăваççĕ, анчах пурин те пĕр пек пулаймасть. Эпĕ пĕлсе, лайăх ăсталанисене ыттисене кăтартатăп, танлаштарса паратăп.

Вăтăр çул ытла Упи вăтам шкулĕнче вăй хурса, миçе ачана ÿкерме, столяр ĕçне юратма вĕрентмен-ши Иван Петрович? Матвеев вĕренекенĕсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусенче палăрнисем йышлă. Акă, унăн вĕренекенĕсем пулнă Иван Степановпа Александр Артемьев “Мир” космос карапĕ” ĕçпе республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. И. Илларионов (“Подсвечник”, “Кубок”, “Подставка для цветов”, “Вооружение русской армии 1812 года”, “Кун-çулне космос наукине панă”), А. Ефремова (“У омута на речке Пинер”), А. Артемьев, И. Степанов (“Дорога к звездам”, “Оружие Победы — танк Т-34”, “Модель автомата ППШ, модель ручного пулемета Дегтярева, модель автомата Судаева”) хăйсен проекчĕсемпе республика шайĕнче палăрнă. Темиçе çул каялла Матвеев вĕренекенĕсем республикăри ачасемпе çамрăксен туризмĕн, краеведенин, экологин “Эткер” центрĕ йĕркеленĕ “Человек. Земля. Вселенная” творчествăлла конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, диплома тивĕçнĕ. Ăна уйрăммăн палăртать Иван Петрович. И. Матвеева хăйне те дипломпа наградăланă. Чыслă ĕçшĕн, ачасене вĕрентсе воспитани парас çăмăл мар ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ентеш район, республика, Раççей шайĕнчи вуншар хисеп грамотипе диплома типтерлĕ упрать. Унта Мускаври “Çамрăк художник” журнал редакцийĕ панă диплом та пур. Вăл 2007 çулта приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçлас çĕрте палăрнăшăн район пуçлăхĕн 3 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ.

Вĕрентекен çулленех районти Ĕçпе юрă уявне — Ака туя ачасен ĕçĕсене тăратать. Иван Петрович Çĕнĕ Йĕкĕтри “Сиплĕ шыв” çуртне хăй илемлетнĕ.

И. Матвеев кунсăр пуçне “Ракурс” вĕренÿ пĕрлешĕвне те ертсе пырать. Çак тапхăрта вăл вуншар ачана сăн ÿкерчĕксем тума вĕрентнĕ, хăнăхтарнă. Хăй те, вĕренекенĕсем те тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ. Акă, унăн вĕренекенĕ пулнă Леонид Кузьмин “Тантăш” хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ “Шкул ачи, хăвна кăтарт”, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксемпе ĕçлекен министерствăн “Планета детства”, “Тăван енĕм, савнă ен” конкурссенче 2—3-мĕш, “Школьник, прояви себя”, “Юные техники в кадре”, “Край Чувашский, край родной” тупăшусенче пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăна Мускав облаçĕнчи çамрăксен лагерĕнче канма тÿлевсĕр путевкăпа тивĕçтернĕ. И. Матвеев хăй те темиçе çул районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ ирттерекен сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче палăрнă, хисеп грамотипе укçан премие тивĕçнĕ.

Упи вăтам шкулĕ И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа та тачă çыхăнса ĕçлет. Шкул директорĕ ячĕпе çакăн пек Тав çырăвĕ килнĕ. “ЧППУн технологипе экономика факультечĕн технологипе предпринимательлĕхе вĕрентес методикин кафедри Упи вăтам шкулĕпе килĕштерсе ĕçлет. Пирĕн 5-мĕш курс студенчĕсем сирĕн патăрта педагогика практики ирттереççĕ. Çавна май шкул вĕренÿ процесне аван йĕркелеме мастерскойсемпе тивĕçтерет. Педагогика практикин методисчĕ пулса И. П. Матвеев педагог тăрăшать. Факультет ертÿçисем учителĕн педагогика опытне пысăка хурса хаклаççĕ. Пулас технологи учителĕсем вĕренÿ процесне йĕркелес методикăна, ачасене тĕрлĕрен конкурссене хатĕрлес ăсталăха алла илеççĕ.

Технологипе экономика факультечĕн профессорĕсемпе преподавателĕсем технологи учительне И. П. Матвеева тата педагогика коллективне студентсене — пулас технологи учителĕсене квалификациллĕ пулăшу панăшăн тав тăваççĕ.

Кафедра пуçлăхĕ Г. Никитин. Декан тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Павлов.”

И. Матвеев вĕренекенĕсем — В. Гаврилов, Н. Архипов, И. Бурзаева, А. Сергеев, А. Леонтьева, И. Клементьев, А. Степанов, А. Ефремова, А. Петров, А. Артемьев ÿнерçĕ, дизайнер, йывăçа касса эрешлекен профессие суйласа илнĕ.

Анат Кушар çынни педагогика ĕçĕсĕр пуçне обществăлла чылай ĕç те пурнăçлать. Иртнĕ созывра ăна район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланăччĕ. Иван Петрович Сывлăха сыхлас ĕç, культура, вĕрентÿ, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссинче вăй хучĕ. Унăн ларăвĕсенче миçе хут тухса калаçман тата ял çыннисем хушшинче тирпей-илем ыйтăвĕпе мĕн чухлĕ ăнлантару ĕçĕ туса ирттермен пулĕ? Ĕçлени пĕртте те харама кайман. Çав çулсенче районти "Хăйне евĕрлĕ ял" конкурсра Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕ иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Кунсăр пуçне вăл темиçе созыв хушши ял совет депутачĕ пулнă, 10 çул хушши участокри суйлав комиссийĕн председателĕнче тăрăшнă, ăна ĕçтешĕсем шкулти профсоюз комитечĕн председательне суйланă. И. Матвеев 1979, 1989 çулсенче халăх çыравне хутшăннă.

И. Матвеев çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Валентина Петровна, Алманч, Упи вăтам шкулĕсенче ачасене чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Мария, педуниверситетра икĕ специальность илнĕскер, паян Упири ятарлă шкулта тăрăшать. Саша Шупашкарти энерготехникум дипломĕллĕ, халĕ “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра” вăй хурать.

— Пушă вăхăт çукпа пĕрех, — тет Иван Петрович. — Вăл тупăнсанах йывăçа касса эрешлеме, токарь станокĕ умне тăма юрататăп, алла фотоаппарат илсе, уçă сывлăшра пулма васкатăп.

Çавăн пек çын вăл Иван Петрович Матвеев, Упи вăтам шкулĕнчи пĕрремĕш категориллĕ учитель, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика