АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те шута илсе

13 октября 2009 г.

 

Ку хутĕнче пирĕн рейд бригади октябрĕн 9-мĕшĕнче “Красное Сормово”, “Волит”, “Караево” пĕрлешÿсенче фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленипе интересленчĕ. Калас пулать, виççĕшĕнче те ку тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă.

Акă, яманаксем выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн хĕл каçарас тесе, сенаж — 2377, силос — 108, утă — 60, фураж 535 тонна янтăланă. Витесенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, дезинфекци тунă, стенисене шуратнă.

Çирĕклĕри витене тĕпрен юсанă, унта анчахрах 120 ытла çамрăк выльăх вырнаçтарнă.

Яманакри сĕт-çу ферминче чĕчĕ пăрушĕсен витинче юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыратчĕç. Кунта Александр Николаев ертсе пыракан строительсен бригадинчи Михаил Викторовпа Виталий Матвеев урай хăмисемпе клеткăсене тĕпрен çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе тăрăшатчĕç. Ферма заведующийĕ Елена Алексеева, выльăх пăхакансем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.

— Пирĕн ĕнесем массăллă пăрулама пуçларĕç. Августра — 20, сентябрьте — 23, октябрьти 9 кунра 15 пăру илнĕ, — хавасланса пĕлтерет Елена Григорьевна. — Фермипе ĕне пуçне талăкне 13 литра яхăн сĕт суса илетпĕр. Ара, вĕсен рационĕ те начар мар: кашнин пуçне фураж — 4, салат пăтти — 7, сенаж — 30, утăпа улăм 3-шер килограмм паратпăр.

Дояркăсен ăмăртăвĕнче, çулталăк пуçланнăранпа ĕне пуçне 3600 ытла килограмм сĕт суса илсе, Милюстина, Валерий тата Василий Алексеевсем малта пыраççĕ. Сентябрьти кăтарту Алиса Марковапа Алена Петрова, Ирина Данилова дояркăсен пысăкрах.

Картишĕнчи тислĕке тасатса кăларассипе те ĕçленĕ тата ĕçлеççĕ яманаксем. Хăйсен вăйĕпех пурнăçлаççĕ çак ĕçе.

“Волитра” та витесене дезинфекцилесе стенасене шуратса тухнă. Тулăх хĕлшĕн тăрăшса условнăй выльăх пуçне 50 центнера яхăн апат единици янтăласа хунă.

Хальхи вăхăтра фермипе талăкра 960 килограмм сĕт суса илеççĕ.

Пĕрлешÿ ертÿçи Валерий Петров, кредит илме май килсен, ăратлă тепĕр 20—25 пушмак пăру туянасшăн.

— Пирĕн пăрусем те пулă пекех, — тет пĕрлешÿн тĕп зоотехникĕ Ирина Федотова.

“Караевора” Кÿлхĕрринчи сĕт-çу ферминчи витесене дезинфекциленĕ, стенасене шуратма та пăхнă. Карайсем силос — 1998, утă — 108, фураж 502 тонна хатĕрленĕ. Ĕç вăйĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пулмалла мар, теççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсене пурне те выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика