АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп редактор кунĕ — Вăрмарта

12 октября 2009 г.

Республика, район, хула хаçачĕсен тĕп редакторĕсен кунĕ хальхинче октябрĕн 8-мĕшĕнче Вăрмарта иртрĕ.

Кăçал кунта Республика кунĕ иртнĕ май сахал мар улшăнусем пулса иртнĕ. Вăрмар поселокне çĕнĕ сăн çапнă. Çуртсене, урамсене капăрлатнă. Вăрмар районĕнче пулса иртекен лайăх улшăнусем пирки журналистсене унăн пуçлăхĕ В.Кириллов каласа пачĕ. Районта паян 27289 çын, вăл шутра Вăрмар поселокĕнче кăна 6 пин ытла, пурăнать. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе район республикăра саккăрмĕш вырăн йышăннă. Кăçал гектартан 25,9 центнер тĕш тырă туса илнĕ. 2005 çулхинчен вĕсен лаптăкне икĕ хут ÿстернĕ. "Урмарская" чăх-чĕп фабрикин ÿсĕмĕсем савăнтараççĕ (сăмах май, редакторсем ытти обăектсемпе пĕрле унта та çитсе курчĕç).

Тĕрлĕ шайри суйлавсен саккунĕсенчи улшăнусемпе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн консультанчĕ О. Ефимов паллаштарчĕ.

"Вăрмар, Йĕпреç районĕсен хаçачĕсен редакцийĕсем" автономлă учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕ пирки вĕсен тĕп редакторĕсем П. Алексеев, К. Алимасов каласа пачĕç.

"Советская Чувашия" хаçат ăмăртăвĕсене лайăхрах ирттерес тĕллевсем çинче унăн генеральнăй директорĕ- тĕп редакторĕ А. Соловьев чарăнса тăчĕ. Красноармейскипе Пăрачкав районĕсен хаçачĕсен тĕп редакторĕсем И. Прокопьевпа Г. Карпов хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Малашне "Советская Чувашия" хаçат ĕçченĕсем вырăнти ăмăртусене ирттернĕ çĕре те хутшăнасшăн.

Пĕтĕмĕшле илсен, Вăрмарти семинар хаçат редакторĕсемшĕн усăллă иртрĕ. Унта хутшăнса вĕсем чылай çĕннине, лайăххине пĕлчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика