АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. И. Слукин ятне парас килет

09 октября 2009 г.

 

Октябрĕн 2—3-мĕшĕсенче Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче СССР газ министерствин тава тивĕçлĕ ĕçченне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне А. И. Слукина асăнса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче мала тухассишĕн пĕрремĕш турнир иртрĕ. Питĕ шел, çавăн пек лайăх, ырă чунлă çын пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вăл пулăшса пынипе иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче эпир хамăр вĕренекенсене республика шайĕнче иртнĕ ăмăртусене çеç мар, ун тулашĕнчи облаçсемпе республикăсенче — Чул хулара, Ульяновскра, Марий Элра тата ытти çĕрте пулнисене те илсе кайса килме пултартăмăр. Пирĕн ачасем вĕсенче япăх мар çитĕнÿсем тунине тата секцине çÿрекенсем нумай пулнине кура, Анатолий Иванович нефтьпе газ строительствин профсоюзĕн территорири управленийĕн ертÿçисем патне тухнă, Э. И. Баранова ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пирĕн секцине пулăшма ыйтнă. Вăхăчĕ, чăнах та, йывăрччĕ ун чух: кĕрешмелли йĕркеллĕ матсем, вĕсен покрышкисем, кĕрешекенсен формисем пулман, вĕсене илме пире никам та укçа паман. Э. Баранов пире профком çумĕнче спорт шкулĕ — ДЮСШ уçма сĕнчĕ. Çапла майпа ачасемпе çамрăксен “Заволжская” спорт шкулĕ уçăлчĕ. Вăл 2 çул çурăрах ирĕклĕ майпа кĕрешессине районта çеç мар, республикăра хытă аталантарса яма пулăшрĕ. Пирĕн управлени “Икарусĕпе” чи лайăх кĕрешÿçĕсем Ленинградран пуçласа Мускав тата Элистаран пуçласа Бугуруслан таран — çур Раççее каллĕ-маллĕ тухма пултарчĕç. Хамăр тушенкăсемпе, çăратнă сĕтпе тăранса пурăннă çул çÿревсенче эпир. Кĕçех пирĕн кăтартусем те лайăхланчĕç: 1995 çулта Людмила Юркина юниоркăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Европăра мала тухассишĕн пынă ăмăртура кĕмĕл медале тивĕçрĕ, самбо енĕпе тĕнчере пĕрремĕш пулчĕ. 1996 çулта Дима Григорьев Раççейри каччăсем хушшинче çĕнтерчĕ. Кун хыççăн Оля Осипова, Алиса Ильина, Олеся Григорьева, Надя Григорьева, Марина Петрова, Настя Исакова тата ыттисем çитĕнÿсем турĕç. А. И. Слукин пулăшнипе ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççейре мала тухассишĕн пынă ăмăртура тата тĕнчери турнирсенче çĕнтерÿçĕ, призер пулса тăнă нумай ачасен ячĕсене калама пулать…

Хальхи турнирта Ульяновск облаçĕнчи Накаткăри, Ульяновскпа Хусан, Тетюш, Волгоград хулисенчи, Тутарстанри, Мордовири, Удмуртири, хамăр республикăри районсен командисенчи 160 ытла кĕрешÿçĕ вăй виçрĕ. Пурне те: тренерсемпе вĕсен вĕренекенĕсене, турнир хăнисене ăшă та çутă тата таса спортзалта пулса çивĕч тытăçусене пăхма кăмăллă пулчĕ. Çапла Анатолий Ивановича асăннине мĕн çиттĕр. А. Слукин управлени начальникĕнче вăй хунă çулсенче Красноармейскинче, газ уçлакансен поселокĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли çакăн пек спорт комплексĕ тăвас тесе нумай тăрăшнă. Çавăнпа та районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕ “Чул хула трансгаз Газпром пĕрлешÿ филиалне — Заволжски ЛПУМГна” ертсе пыракансемпе район администрацине Анатолий Иванович Слукин ятне ĕмĕр асăнмалла тума ЗЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексне А. И. Слукин ятне пама чĕнсе калать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика