Октябрĕн 1 тата 3-мĕшĕсенче Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче (ФОК) Раççей Федерацийĕн нефтьпе газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Иванович Слукин ячĕллĕ спорт уявĕ иртрĕ. Кăçалтан пуçласа ăна икĕ кун ирттерме йышăннă.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче уява магисталлĕ газ пăрăхĕсен Шупашкарпа Моркири, Пильнăри, Заволжскинчи производство управленийĕсен командисене чĕннĕ. Ку спорт мероприятине савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ун вăхăтĕнче А. И. Слукинăн ывăлĕ, Шупашкарти ЛПУМГ директорĕ Владимир Анатольевич Слукин та пулнă. Уява килнисене “Раштав” халăх фольклор ансамблĕ, ачасен ансамблĕсем концерт кăтартнă. Кун хыççăн Заволжскинчи, Шупашкарти, Моркири тата Пильнăри ЛПУМГсен командисем мини-футболла, баскетболла тата волейболла юлташла тĕл пулусем ирттернĕ. Шел, пур вăйăсенче те хăнасем вăйлăрах пулнă. Уява хутшăннă кашни ĕçченех асăнмалăх сувенирсемпе, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесемпе чысланă.
Октябрĕн 3-мĕшĕнче вара шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе А. И. Слукин ячĕллĕ призсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Хисепĕпе вăл тăххăрмĕш пулчĕ. Ку хутĕнче унта Раççейĕн Кăнтăр, Урал тата Атăл çи федераллă округсенчи 17 командăри 164 кĕрешÿçĕ харпăр хăй вăйне тĕрĕслесе пăхрĕ. Вĕсене республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Семенов, “Тав” компани директорĕ В. Капитонов ăшшăн саламларĕç, турнирта ăнăçлă ăмăртма ырă сунчĕç. “Вольник” спорт клуб тренерĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Н. Григорьев пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе республикăри тренерсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. В. Семенов çавна çирĕплетсе Владимир Николаевича ятарлă парнепе чысларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Вун пĕр сехетрен пуçласа 18 сехет çурăччен спорт комплексĕнчи 2 кавир çинче хĕрÿ тытăçусем пычĕç. Çав вăхăтра ача-пăчасен хавхалантаракан сасси кĕрлесе тăчĕ кунта. Хĕр ачасем — 12, арçын ачасем 4 виçере вăй виçрĕç. Аякран килнĕ атлетсем хушшинче спорт мастерĕн 14 кандидачĕ пулчĕ. Калас пулать, хăнасем Трак ене курма мар, хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартма килнĕ. Уйрăмах Тутарстан кĕрешÿçисем маттур пулчĕç. Кил хуçисем те, “Вольник” спорт клуба çÿрекенсем, маххă памарĕç. Вĕсенчен 6-шĕ — Володя Григорьев (32 кг), Вика Емелякова (22 кг), Зина Петрова (37 кг), Айгуль Дуйсембаева (40 кг), Алена Игнатьева (43 кг, 1996-1997 ç.ç.),Оксана Дуйсембаева (43 кг, 1994-1995 ç. ç.) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç, 5-шĕ — 2-мĕш, 12-шĕ виççĕмĕш призерсем пулса тăчĕç. Галина Дуйсембаева пĕр тытăçура аллине хытах амантрĕ, ăна медицина ĕçченĕ çыхса-шăнтса ыратнине кăшт ирттерчĕ. Галина шăлне çыртса Челябинскри Вера Банниковапа кĕрешме тухрĕ, вĕçне çитичченех тытăçрĕ. Çавăн пек чăтăмлă спортсменсем ырă сăмаха тивĕç.
Кĕрешÿçĕсен турнирне çÿллĕ шайра ирттерес тесе Заволжски ЛПУМГпа спорткомплекс дирекцийĕсем, профком, “Вольник” спорт клубĕ сахал мар тăрăшнă. Çакна çирĕплетекен сăмахсене хăнасенчен пĕрре çеç мар илтме тÿр килчĕ.
— Ăмăрту, ăна йĕркелесе пыни питĕ килĕшрĕ. Эпир кунта пуçласа хутшăнтăмăр. Свияжскине çитсен поезд çинчен анса юлтăмăр. Унта пире Володьăпа Андрей (кунта сăмах В. Н. Григорьевпа А. В. Лаврентьев пирки пынине пĕлтĕм — автор) автомашинăпа Красноармейскине илсе çитерчĕç, апатлантарчĕç, çĕр каçма вырнаçтарчĕç, пÿлĕмсенче ăшă, — хавасланса каласа парать Волгоградран килнĕ команда тренерĕ Алла Юрьевна Финагина. — Питĕ маттур сирĕн çынсем. Кăмăллăн калаçаççĕ, спортсменсене хавхалантарса тăма та маçтăр...
— Эпир Удмуртирен 17 ача илсе килтĕмĕр. Яланхи пекех питĕ ăшшăн йышăнчĕç, çĕр каçма вырăн тупса пачĕç, апатлантарчĕç. Çавăнпа Красноармейскине килес те килес килет. Çирĕм çул ытла пулĕ эпир воин-интернационалистсен призĕсене çĕнсе илессишĕн иртекен турнира хутшăнатпăр, юлашки çулсенче — çулталăкра икшер хут. Япăх пăхнă пулсан килмен пулăттăмăр, çулĕ кĕске мар, 11 сехет ытла килмелле, — тет Владимир Серафимович Гаврилов тренер.
Вĕсен сăмахне Тутарстанри Бари Равилович Сулейманов тренерпа Канаш районĕнчи Карăклăри Александр Кузьмич Васильев аслă категорири тренер та çирĕплетрĕç. Ăмăртăва епле йĕркеленипе хăйсем кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Сăмах май, Александр Кузьмич ку турнирти тĕл пулусене судья пулса хутшăнчĕ. Хальхинче те ăна “Чи лайăх судья” тесе палăртрĕç, ятарлă парнепе чысларĕç. Сăмах май, А. К. Васильев — ЧР тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ.
Турнир çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, ку мероприятине ирттерме хăйсен тÿписене хывнисене хаклă парнесемпе, асăнмалăх сувенирсемпе чысларĕç, спонсорсене, “Чул хула трансгаз Газпром пĕрлешÿ филиалĕн-Заволжски ЛПУМГăн” ертÿçине, ФОК дирекцийĕпе кунти ĕçченсене, район администрацине, Упири хупă йышши шкулпа Трак гимназине, Владимирпа Эдуард Ермаковсене, Юрий Лукинпа Радик Семенова тата Олег Степанова турнирăн тĕп судйи “Вольник” спорт клуб директорĕ Алексей Григорьев тав туса ырлăх-сывлăх сунчĕ.
“Сыв пул турнир, тепре тĕл пуличчен!” тесе ăсанчĕç каç енне хăнасем Красноармейскинчен.