Ĕмĕр пĕр тикĕс килмест. Пурăннă чух çĕр ытла кукăр-макăр тăвать пурнăç. Лайăххипе пĕрлех япăххи те тĕл пулать çав. Мĕн тăвăн? Чăтмалла, тÿсмелле çынăн.
Пĕрремĕш Çĕньялта çуралса ÿснĕ Анатолий Григорьевич Андреевшăн уйрăмах ачалăх çулĕсем чун-чĕрере тарăн йĕр хăварнă.
— Ача çурчĕсенче иртрĕ манăн пурнăç. Мĕн пурĕ пилĕк шкул-интернатра пулса 8 класс вĕренсе пĕтертĕм. Пÿрнесем çине хурса шутлама та юрать. Çемье йывăрлăхĕсем тиеве татах пысăклатрĕç çав, — хаштах сывларĕ хăйĕн çамрăклăхне тишкернĕ май Анатолий Андреев. — Атте иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнă пирĕн. Кил-йышра пилĕк ача ÿснĕ. Кил хуçи инвалид пулнă май йышлă ачасене çитĕнтерме çăмăлах лекмен Анатолий амăшне — Хĕветÿçа. Çавăнпа та Тольăна шкул-интерната янă.
— 1957 çулта чăн малтанах Етĕрне хулине ăсатрĕç. 4—5 классене — Муркашра, 5—7 классене — Чурачăкра, ун хыççăн Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ шкул-интерната вырнаçтарчĕç. 1965 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Тĕрерти шкул-интернатра вĕренĕве çыхăнтарма тиврĕ, — хăй калассине пĕлтерчĕ Толя Андреев. — Атте-анне ăшшине ырă çынсен хÿтлĕхĕнче ирттерме тиврĕ мана.
— Анатолийĕн, ачалăхĕ чăнах та, интернат пурнăçĕпе çыхăннă. Çавах та хăш самант асра юлать-ха?
— Аса илмелли чылай. Çавах та Муркашри интернат-шкул пурнăçĕ асран тухмасть. Уйрăмах Евстафий Ермолаевич Ермолаев преподавателе чĕререн кăлармастăп... Чăннипех те тăрăшуллă, пултаруллă çын пулнă вăл. Ăна мана вĕрентнĕшĕн, ĕçе хăнăхтарнăшăн чĕререн тав тăватăп. Атте вырăнĕнчех пулнă маншăн Евстафий Ермолаевич. Атте вырăннех шутланă вĕрентекене.
Юрлама, ташлама хăнăхтарнă. Евстафий Ермолаев полковник пулнă. 1918 е 1919 çулсенче çуралнăччĕ пулмалла тĕрĕссипе. Чăвашчĕ.
Кун-çулăн тарăн нушине пурăнса ирттернĕ Анатолий. Анчах та ачалăх “сăпкине” манаймасть халĕ те... Аса илсен çав кунсене куçран куççуль тухать. Мĕн тăвăн?! 1973 çулта авланнă. Пĕчĕк Супар хĕрне — Полина Николаевнана качча илнĕ. Хĕрне — Светăна, ывăлне — Евгение — пăхса ÿстернĕ.
А. Андреев специальноçĕпе — техник-механик. Районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче, çул-йĕр участокĕнче тата ытти вырăнсенче вăй хунă.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче Анатолий Григорьевич утмăл çул тултарать. Юбиляра вăрăм кун-çул, кил ăшши сунатăп.