Октябрĕн 5-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Учитель кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ Трак енти педагогсемпе тулнă. Ларма-тăма вырăн çук тейĕн. Уяв концертне халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕ Н. Николаева тата Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Абрикосов ертсе пычĕç.
Сцена çине район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумне, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне Н. Антонова тата вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен районти профсоюз организацийĕн председательне Г. Николаевана чĕнеççĕ. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчех “Единая Россия” политика партийĕн районти организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. Андреев тата пирĕн ентеш, “Чăваш ен бройлерĕ” ОАОн директорĕ В. Николаев хутшăннă. Николай Илларионович районти педагогсем патне депутатсен уяв саламне çитерчĕ.
— 2005 çул вĕçĕнче çĕр-шывра приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проектне йышăнчĕç. Унтанпа пирĕн тăрăхра та сахал мар ырă улшăну пулса иртрĕ. Компьютер класĕсем йĕркеленчĕç, вĕрентÿ тытăмĕнче паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕ техникăпа оборудовани, сĕтел-пукан чылай килчĕ, — терĕ Н. Антонов. — Вĕрентекенсем 15—20 çул каялла мĕнле пулнă, паян та вĕсем çавăн пекех тăрса юлнă. Педагог-ветерансем те çулĕсене пăхмасăрах хăйсене çамрăксем пек туяççĕ.
Вăл хăй нумаях пулмасть Пермь хулинче пулни, унта приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проекчĕ вырăнсенче мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине сÿтсе явни пирки каларĕ.
— Эпир сирĕнпе пĕрлехи ĕç тăватпăр, пирĕн камран тĕслĕх илмелли пурах, — терĕ Николай Илларионович.
Галина Ивановна вара вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен профсоюз рескомĕн председателĕ З. Степанова Раççейри учитель кунĕ ячĕпе янă телеграммăна вуласа пачĕ. Епле уяв-ха вăл парнесемсĕр. Районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Упи вăтам шкулĕнчи Г. Иванован, Р. Мефодьевăн, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти Е. Аркадьеван, Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти Ю. Илларионовăн кăкăрĕ çине “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллă çакса ячĕ. Е. Иванова, Л. Григорьева, Н. Андреева (райцентрти иккĕмĕш шкул), И. Шорникова, Н. Кривошеев (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ), Ф. Баранова (вĕрентÿ пайĕн бухгалтерĕ) Раççей шайĕнчи хисеп грамотисене, В. Абрикосов (Еншик Чуллă), В. Иванова (Пикшик). С. Петрова (Упи), В. Фризен (райцентрти иккĕмĕш шкул) вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе районти искусство шкулĕн Пикшикри филиалĕн вĕрентекенĕ С. Данилова çепĕç юрăпа саламлать.
Шкулта икĕ фигура — вĕрентекен тата вĕренекен. Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем учительсене халалланă сăвăсем вулаççĕ.
Сцена çине райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев тухать. Нумаях пулмасть нацисен кросĕ иртрĕ. Упи — Красноармейски чупура пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен именкассисем, шывпуçсем, чатукассисем палăрнă. Вĕсем III—II—I степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Кунсăр пуçне чатукассисене пĕчĕк кубок пачĕç. Вăтам шкулсенчен пикшиксем, еншикчуллăсем, гимназистсем мала тухнă. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ Г. Юлмасова, кунти физкультура учителĕсем А. Сидоровпа В. Моисеев “Пятилетка” ООО ертÿçин В. Афанасьев аллинчен пысăк кубока илчĕç.
— 40 çул каялла Упи — Красноармейски маршрутпа 13-ĕн чупрăмăр. Халĕ вара 500-ре яхăн çын старта тухать, — терĕ спорт ветеранĕ В. Гордеев. — Чун савăнать.
Педагогсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламланă май, В. Афанасьев çитес çул Упи — Красноармейски маршрутлă чупура учительсем валли ятарлă кубок хатĕрлеме пулчĕ.
Концерта ертсе пыракансем Трак енри ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсене, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсене, учительсен династийĕсене хушаматран асăнса тухрĕç. Вĕсене халăх музыкин “Раштав” ансамблĕ, “Çамрăклăх” ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕсем, Трак гимназийĕнче вĕренекенсем саламлаççĕ.
— Пирĕн пурнăçра мĕн лайăххи, ырри пур, çавăншăн эпир учительсене тав тума тивĕç, — терĕ район пуçлăхĕ С. Николаев. — Вĕсем пире вулама-çырма çеç мар, пурнăçра, обществăра хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ. Эпĕ паян кунчченех хамăн пĕрремĕш учителе В. Михайлова ăшшăн аса илетĕп. Вăл хăйĕнче мĕн пур ыррине пире парнелетчĕ. Чăн-чăн учительшĕн япăх вĕренекенсем çук.
Станислав Андреевич Т. Ефимована (райцентрти иккĕмĕш шкул) райадминистрацин хисеп грамотине, вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен районти профсоюз организацийĕн председательне Г. Николаевана Тав çырăвĕ, В. Тихонована (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул), Л. Фролована (Упи), Г. Дмитриевана (Алманч) район пуçлăхĕн премине (3000 тенкĕ) пачĕ. Вĕсен ячĕпе Еленăпа Андрей Тюмеровсем “Осень” юрă шăрантарчĕç. Анна Ефимова вĕренекен, А. Алексеев (халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ) çепĕç юрăсем парнелерĕç. Н. Антонов уяв концертне савăк юрăсемпе пуянлатнăшăн “Раштав” ансамбле (А. Тюмеров) пысăк торт пачĕ.
Пĕр номер теприне ылмаштарать. Куракансем А. Николаеван (“Çунат” кружок), С. Васильеван (халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ), “Взгляд” ташă ушкăнĕн пултарулăхне ăшшăн йышăнчĕç.
Икĕ сехет çурăна пынă концертпа кашниех кăмăллă юлчĕ.