АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă тĕл пулу

09 октября 2009 г.

 

Сывлăх хуралĕнче нумай вăхăт ĕçленисем ватă çынсен кунне уява кĕтнĕ пекех кĕтсе пурăнаççĕ. Тăван пек пулса ĕçленĕ туссемпе тĕл пулса калаçни, вĕсен ăшшине тепĕр хут туйни, çамрăклăха аса илни кашни çын чунне хумхантаратех ĕнтĕ.

Ку хутĕнче те пирĕн хисеплĕ çынсем тĕл пулупа кăмăллă пулчĕç. Поликлиникăн конференц-залне пурĕ 54 ватă пухăнчĕ. Вĕсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Л. Павлова, сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Г. Н. Сушко ăшшăн саламларĕç. Галина Николаевна медицина ĕçĕнче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Пенси фончĕн районти управленийĕн юрисчĕ Е. Егорова ватăсене пенси укçисем пирки тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Тĕл пулу "Витязь" кафере малалла тăсăлчĕ. Кунта ветерансене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, районти пултарулăх çурчĕн пĕр ушкăнĕ концерт кăтартрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика