Ял çыннисем кăмăллă юлчĕç
Красноармейски ял тăрăхĕнче халĕ 1006 пенсионер пурăнать. Кăçалхи Аслă çулсенчи çынсен кунне район центрĕнче икĕ çĕрте, Крентейкассинче тата Янкасра, уявласа ирттернĕ, халăх кăмăлне тивĕçтернĕ.
Акă, Янкасри кану çуртне октябрĕн 2-мĕшĕнче ку тăрăхри 5 ял çыннисем çитмĕлĕн ытла пухăнчĕç. Савăнăçлă пухăва Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. К. Шестаков уçса ертсе пычĕ. Пенсионерсемпе тĕл пулма РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А. В. Петрова килнĕ. Вăл пухăннисене пенси ыйтăвĕсемпе çыхăннă нумай çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, кăсăклантаракан ытти ыйтусене хуравларĕ.
Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне те ыйтусем пулчĕç. Янкасри Р. Казанкована хăйсен урамĕнчи çăл куç шывне тата унти çăла тасатса тирпей-илем кĕртесси канăç памасть. Хĕлеçри В. Григорьев вара ялсенчи паллăрах çынсен юбилейĕсене чыслăн ирттерессине тата юлашки çула ăсатассине, вĕсем пирки хаçатра пĕлтерессине йăлана кĕртме сĕнчĕ.
Кун йĕркине Янкас тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлне тишкерессине те кĕртнĕ. Çак канаш ертÿçи пулнă В. Сергеева нумай çул тăрăшнăшăн тав турĕç. Çĕнĕ канаш йышне кашни ялтан пĕрер ветерана суйларĕç. Унăн председателĕ пулма Ю. Ефремова учительница-пенсионеркăна шанчĕç. Юлия Николаевна хăйне çакăн пек пысăк шанăç панăшăн тав туса сăмах каларĕ, ăна тÿрре кăларса пыма пулчĕ.
Тутлă апат-çимĕçпе, чей куркисемпе тулнă сĕтелсем хушшинчи ватăсене хавхалантарма Красноармейскинчи халăх пултарулăх çурчĕн юрăçисем пĕчĕк концерт кăтартрĕç, ватлăхпа çыхăннă юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç. Кивĕ Йĕкĕтре пурăнакан 74 çулхи З. Никифорова ĕлĕкхи чăваш хĕрĕн тумне тăхăнса хăй юратнă юрăсене янраттарчĕ, ташă-такмакпа тĕлĕнтерчĕ.
Ял çыннисем пурте уявпа кăмăллă юлчĕç, çакăн пек пĕрле тĕл пулса калаçма тата савăнма май тупнăшăн пуçлăхсене тав турĕç. Уява хăех, çурранах пынă Янкасри А. Иванова пурин ячĕпе ăшă сăмахсем калани те чуна çĕклерĕ. Вăл кунта килнисенчен чи ватти — 92 çулта, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕ.