2009 çулăн виçĕ кварталĕ хыçа юлчĕ. Иртнĕ тапхăр районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕшĕн мĕнпе паллă пулса юлчĕ-ха? Çакăн пирки каласа пама ыйтнă пирĕн корреспондент асăннă уйрăм начальникĕнчен В. Ю. Алексеевран. Халĕ çав интервьюна пичетлетпĕр.
— Кăçалхи 9 уйăхра район территорийĕнче, иртнĕ çулхи çав тапхăрти пекех, çул-йĕр инкекĕсем 11 пулнă. Вĕсенче 3 çын вилнĕ, пĕлтĕр кун пек тĕслĕх пулман, 15-ĕн, 2008 çулхи пекех, аманнă. Автоаварисем тĕпрен илсен çав вырăнта хăвăртлăха ытлашши ÿстернипе, çуран çын çул-йĕр çинче çÿремелли правилăна пăхăнманнипе, руль умне транспорт хатĕрне тытса пыма ирĕк паракан документ илмен çын е ÿсĕр водитель ларнипе, çавăн пекех транспорт хатĕрĕ хирĕç килекен автомашина çулĕ çине тухса кайнипе пулнă.
Ачасем хутшăннипе кăçал 1 çул-йĕр инкекĕ пулнă, ун вăхăтĕнче пĕр ача суранланнă. Иртнĕ çул кун пекки пулман.
— Çул-йĕр çинче тивĕçлĕ йĕрке туса хурас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнатăр, Владислав Юрьевич?
— Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ туса хурас тесе çул-йĕр правилисене пăсакансене çийĕнчех тытса чарса асăрхаттаратпăр, кирлĕ пулсан штрафлатпăр та. Акă, кăçалхи 9 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 2333, пĕлтĕр çав тапхăрта — 1389 тĕслĕхе тупса палăртнă. Айăплисенчен кăçал — 471959 (çав шутра сентябрьте — 48900), пĕлтĕр 245128 тенкĕ шыраса илнĕ.
Иртнĕ тапхăрта автотранспорт паркĕсенче планпа пăхман тĕрĕслевсем — 13, планпа пăхнисене 4 хутчен ирттернĕ. Вĕсем вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсем тăрăх 17 предписани çырса панă. Должноçри çынсем пирки пурĕ 16 протокол çырнă.
Автомобиль çулĕсем, урамсем, чукун çул переезчĕсем епле лару-тăрура пулнине, çул-йĕр паллисене тĕрĕслетпĕр, тупса палăртнă çитменлĕхсем пирки актсем çыратпăр тата предписанисем паратпăр. Кăçалхи 9 уйăхра 32 акт çырнă, 32 предписани панă, РФ КоАПĕн статйисемпе должноçри 8 çынна явап тыттарнă.
Çул-йĕр инкекĕсенчен асăрхаттарса тăрас тĕллевпе кăçалхи виçĕ кварталта водительсем хушшинче — 36, шкулсемпе ача-пăча садикĕсенче 24 калаçу йĕркеленĕ, райхаçатра уйăхсерен материалсем кăларатпăр.
Район центрĕнче, шалти ĕçсен пайĕн умĕнче “ГАИ чÿречи” пур, унти материалсене уйăхсерен çĕнетсех тăратпăр.
Кăçалхи 9 уйăхра районти ГИБДД уйрăмĕ 8 преступление уçса панă.
— Владислав Юрьевич, октябрĕн 5-мĕшĕнче республикăри ГИБДД ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Сире, сирĕн инспекторсене Чăваш Енри ГИБДД ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп, автоçулсем çинче тивĕçлĕ йĕрке туса хурас ĕçре ÿсĕмсем сунатăп.
— Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн. Çавăншăнах тăрăшатпăр та.
Пурне те пĔлсе тăма: республикăра сентябрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 10-мĕшĕччен “Автобус” операци пырать. Çавна шута илсе, куллен пассажирсем илсе çÿрекен 10-шар автобуса чарса тĕрĕслетпĕр. Тĕрлĕ çитменлĕхсемшĕн ку таранччен 6 автобус водительне айăпланă. Операци кăтартăвĕсене хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче çырса пĕлтерĕпĕр.