АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнчĕç чунтан ветерансем

09 октября 2009 г.

 

"Красноармейски сельхозхимийĕ" ветеранĕсем çулленех хăйсен уявне хаваслă ирттереççĕ.

Кăçал та вĕсем "Витязь" кафене тулли кăмăл-туйăмпа пухăнчĕç. Çак савăнăçлă тĕл пулăва 12 ватă килме пултарнă. Вĕсенчен чылайăшĕ предприяти тантăшĕсем шутланаççĕ: вăл йĕркеленнĕренпех унта тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисем. Акă, Г. Алексеевпа Г. Васильев механиксем, Е. Галкин, В. Григорьев, В. Матвеев, И. Иванов, В. Назаров водительсем, Г. Ивановпа Л. Спиридонов трактористсем хăй вăхăтĕнче "Сельхозхими" чысне çĕклекенсем пулнă, наградăсене тивĕçнĕ. А. Киселева кадрсен пайĕпе, Л. Тимофеева экономика енĕпе ĕçленĕ.

Уява "Красноармейски сельхозхимийĕ" ООО пĕрлешÿн ĕç тăвакан директорĕ А. А. Меметов ертсе пычĕ, кунти коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, пурне те уяв ячĕпе ырă сунса саламларĕ. Çавăн пекех кадрсем енĕпе ĕçлекен А. К. Киселева кăçалхи çитĕнÿсем çинчен каласа пачĕ. Сăмах май вăл та ветерансен йышĕнче. Çак уява хатĕрленсе ирттерессишĕн чылай тимленĕ.

Ветерансене саламлама район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп экономисчĕ М.В. Васильев тата РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн аслă специалисчĕ В.В. Леонтьева килнĕ. Вĕсем салам сăмахĕсем каланипе пĕрлех харпăр хăй уйрăмĕсенчи ĕçри çĕнĕлĕхсене, хальтерех тухнă саккунсене ăнлантарчĕç. Михаил Васильевич иртнĕ уйăхра çеç пенсие тухнă Вениамин Васильевич Григорьев водителе "Ĕç ветеранĕ" медаль парса чысларĕ.

Асăннă пухура, кун йĕркипе килĕшÿллĕн, кунти ветерансен канашĕн отчетне итлесе сÿтсе яврĕç. Ун çинчен канаш ертÿçи Н. Ершов каласа пачĕ, иртнĕ икĕ çулхи ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç. Г. Алексеев, Е. Галкин, В. Матвеев, В. Назаров, Л. Тимофеева, В. Григорьев хăйсем ирттернĕ кун-çулне аса илчĕç, çĕнĕ ертÿçĕсене производствăна аталантарма ăнăçусем сунчĕç. Ветерансен канашĕн ĕçне лайăх хак парса, унăн ертÿçи пулма Н. Ершовах шанчĕç.

Пухăннă ветерансем çакăн пек савăнăçлă тĕл пулушăн пĕрлешÿ администрацине чун-чĕререн тав турĕç. Дирекци вĕсене парнесемпе тивĕçтерчĕ. Пурте пĕрле килĕшсе, çитес çул районта "Сельхозхими" чăмăртаннăранпа 35 çул çитнĕ ятпа çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен пысăк уяв ирттерме йышăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика