АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсене канăç паман ыйтусем чылай

06 октября 2009 г.

 

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче хĕрарăмсен районти совечĕн ХVIII отчетпа суйлав конференцийĕ пулса иртрĕ.

Çав кун палăртнă вăхăт тĕлне халăх пултарулăхĕн районти çуртне вырăнсенчен хĕрарăмсен форумне суйланнă делегатсем килме пуçларĕç. Пит-куçĕсенче савăк кулă çиçет, нумайăшĕн аллисенче куçа илĕртекен чĕрĕ чечек çыххисем: хĕрлĕ, кăвак, шурă астрăсем, георгинсем, розăсем… Кăçал çанталăкĕ те хĕрарăмсен кăмăлĕ майлă пулчĕ тейĕн — авăн уйăхĕ вĕçĕччен те вăйлă тăм ÿкмерĕ.

Пултарулăх çуртĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Асăннă кун кунти фойере Кировран килнĕ сутуçăсем ют тата хамăр çĕр-шывра туса кăларнă атă-пушмакпа суту-илÿ турĕç. Çавăнпа та уяв сцени чечексемпе тулса ларчĕ. Районти ача-пăча библиотекин заведующийĕпе Л. Волковапа С. Мефодьева тĕрĕçĕ ертсе пыракан “Чăваш тĕррин” кружокĕн ĕçĕсем те уявра вырăн тупрĕç.

Ĕçлĕ президиум хăй вырăнне йышăнать. Форума 72 делегат суйланă, вĕсенчен чылайăшĕ çак мероприятие килнĕ. Пухăннисем умĕнче хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ З. Петрова юлашки виçĕ çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ. Çак тапхăрта хĕрарăмсен канашĕн 12 ларăвне ирттернĕ, вĕсенчен иккĕшне республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, хамăр ентеш С. Тимофеева хутшăннă. Вĕсенче паянхи кунпа çыхăннă, хĕрарăмсене хумхантаракан чылай ыйтăва пăхса тухнă. “Чи хитре палисадник”, “Чи пултаруллă чечек ăсти” ятлă конкурссем йĕркеленĕ. Жюри членĕсем, вырăнсенче пулса, ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă, ÿкерчĕксем тунă. Тепĕр çулхине çак конкурс пирки райхаçат урлă пĕлтернĕ. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Г. Тихонова “Чечек пахчисене (цветники) илемлетесси тата кану вырăнĕ” ятлă ĕç çырса тăратнă.

Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем тăтăшах вырăнсенче пулаççĕ, практикăлла пулăшу параççĕ. Вĕсем Упире пулса çĕр улмирен хатĕрленĕ блюдăсемпе паллашнă, Чатукассинче Ача амăшĕн кунне, Пикшикре вара чечексен выставкине хутшăннă. Кун пек тĕслĕхсене татах илсе кăтартма пулать. Хĕрарăмсен ушкăнĕ Йошкар-Олари ботаника садне çитсе курнă, Çĕрпÿ районĕнчи сад тата пахча çимĕç ăстисен тĕл пулăвĕпе те кăмăллă юлнă.

Районти тĕп библиотека çумĕнче октябрь — апрель уйăхĕсенче “Гармония” (“Килĕшÿ”) клуб ĕçлет, “Забота” (“Тимлĕх”) клуба та (С. Никитина) хĕрарăмсем хапăлласах çÿреççĕ, “Чечек юратакансен клубĕн” ячĕ те (В. Антонова) таврана саланчĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ (А. Петрова) пенси ыйтăвĕсемпе тăтăшах консультацисем ирттерет. Зинаида Геннадьевна хĕрарăм-ертÿçĕсен хушамачĕсене ырăпа асăнчĕ.

Кăçал, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, хĕрарăмсен канашĕн сĕнĕвĕпе, пысăк мероприяти ирттернĕ. Унта Даниловсемпе Никоноровсен çемйисем пысăк концерт кăтартнă. Ыр кăмăллăх марафонне йĕркеленĕ, 2200 тенкĕ пухнă. Пысăк укçа мар, паллах. Анчах “пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă”, теççĕ-çке. Вăл укçана шкулсемпе сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденине панă.

— Анчах, — терĕ З. Петрова,— ĕçлемелли чылай-ха. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра та çамрăк хĕрарăмсем, уйрăм çемьесем ĕçкĕ енне туртăнчĕç. Паян районти йĕркеллĕ мар 51 çемьере 84 ача çитĕнет. Эпир вырăнсенче спирт пур шĕвексене сутма чарас тĕлĕшпе “Ял пурнăçĕ” хаçатра чĕнÿпе тухрăмăр.

Экономика кризисĕ хĕрарăм пурнăçне те тÿнтерле витĕм кÿчĕ. Паян “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕнче ĕçсĕр тесе 86 хĕрарăма регистрациленĕ. Тĕрĕссипе çак кăтарту темиçе хут пысăк, мĕншĕн тесен ялсенче ĕçсĕр хĕрарăмсем темĕн чухлех-çке.

Зинаида Геннадьевна куллен çынсемпе тĕл пулакан, халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ вуншар хĕрарăм ятне асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче районти шкулсен хĕрарăм директорĕсем, Упири тĕслĕх библиотека ертÿçи Е. Константинова, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн директорĕ В. Петрова, ыттисем. Хĕрарăмсем тĕрлĕ йышши суйлавсене активлă хутшăнаççĕ. Паян районти 368 хĕрарăм “Единая Россия” политика партийĕн членĕнче тăрать.

Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ О. Арманова хĕрарăмсен канашĕн ĕçне “вăтам” тесе хакларĕ. “Йошкар-Олана кайса килни халĕ те асăмран каймасть, — тет Ольга Ивановна. — Ун чухне ботаника садĕнчен уртăш (можжевельник) йывăççисем илсе килнĕччĕ, аван чĕрĕлчĕç вĕсем”.

Вăл хăйсен тăрăхĕнче “Мĕн пур кăмăлтан” (“От всей души”) клуб аван ĕçленине палăртрĕ. Унта хĕрарăм-пенсионерсем активлă хутшăнаççĕ. Çакăнта вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕн Т. Александрован тÿпи иксĕлми.

Конференцие хутшăннисем Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн О. Андрееван сăмахне тимлĕн итлерĕç. Ку тăрăхри 10 ялта 1700 ытла çын пурăнать, вĕсенчен 620-шĕ — хĕрарăмсем, 222-шĕ — кинемисем. Кунти хĕрарăмсен канашĕ те пысăк ĕç туса ирттерет. Хĕрарăмсем тăтăшах тĕрлĕрен экскурсисене, концертсемпе спектакльсене тухса çÿреççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. “Нива” ял хуçалăх предприятийĕн профсоюз комитечĕ пулăшнипе Чул хула облаçĕнчи Дивеевона кайса килме пултарнă.

— Паян пурнăç йывăр тесе алă усса ларма кирлĕ мар. Акă, пирĕн тăрăхри Лилия Андреева район центрĕнчи вĕренÿ пунктне çÿресе иккĕмĕш професси — механизаторăнне — туянчĕ, — терĕ Ольга Валерьяновна.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист-эксперчĕ И. Гурьеван сăмахĕсем те тарăн шухăша яраççĕ. “Ĕçкĕ-çикĕ никама та ырă туман, тăвас та çук”, —терĕ Ирина Геннадьевна. — Ĕçкĕ çемьене пăсать, ачасене тăлăха хăварать".

Акă, Трак тăрăхĕнче 14 ачана усрава илнĕ, анчах вĕсен ашшĕ-амăшĕсем сывах-çке. Кăçал район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссинче пăхса тухса, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама çине тăманшăн 11 ашшĕ-амăшне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Кунта вара 21 ача çитĕнет.

Конференци ĕçне район пуçлăхĕ С. Николаев хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ.

— Хĕрарăм — пурнăç тыткăчи. Эсир килти хуçалăхра тăрăшма та вăхăт тупатăр, тĕп ĕçре те чуна парса тăрăшатăр,— терĕ Станислав Андреевич. —Экономика кризисĕ тетпĕр пулин те, вăл ялсенче ытлашши палăрмасть. Кунта çав-çавах выльăх-чĕрлĕх чылай тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ытлашши продукцие патшалăха сутаççĕ.

Малалла Станислав Андреевич конференци делегачĕсене Трак енри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ районăн 6 уйăхри социаллă-экономикăлла аталанăвне пăхса тухнă. Çакна палăртнă: çак тапхăрта район бюджечĕ 6 миллион тенкĕ илсе çитереймен. Ĕç рынокĕнче те лару-тăру çăмăл мар. 155 çынна ĕçсĕр тесе официаллă майпа регистрациленĕ. Тĕрĕссипе çак йыш 4—5 хут ытларах та. Çывăх вăхăтрах район центрĕнче Бизнес-инкубатор уçма палăртаççĕ.

Районта уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Малтан палăртнă тăрăх, районĕпе кашни гектартан 21 центнер тĕш тырă, 180 центнер çĕр улми тухать. Анчах кĕлет тулли тырри-пулли пулсан та, ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем пĕчĕк, ăна вырнаçтарма та уйрăм йывăрлăх пур.

Юлашкинчен С. Николаев Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме сĕннĕ.

Конференцинче çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. Антонова, С. Мефодьева психолог, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тухтăрĕ Г. Ильина тухса калаçнă, сĕнÿсем панă.

Конференци хĕрарăмсен совечĕн отчетлă тапхăрти ĕçне “вăтам” хак панă, йышăну тунă. Сакăр çынна хĕрарăмсен республикăри сăездне кайма делегата суйланă.

Конференци, пĕр кăмăллă пулса, Зинаида Геннадьевна Петрована хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ пулма суйланă.

Пултаруллă хĕрарăм-активистсем, чечек ăстисем Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Юлашкинчен уяв концерчĕ пулнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика