Октябрĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн пĕчĕк залĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕ С. Николаев уçрĕ.
Унта пухăннисене ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ М. Васильев тыр-пул, çĕр улми пухса кĕртнин малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Халиччен тăратнă сведенисем тăрăх, Трак енре тĕш тырăн гектарти вăтам тухăçĕ — 23,4, çĕр улмин 190 центнерпа танлашать. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсенче ку кăтарту самай пысăкрах. Тĕслĕхрен, “Рожь” агрофирма, А. Николаев ХФХ уйĕсем гектартан вăтамран 30 ытла центнер тĕш тырă парнеленĕ. Çав вăхăтрах “Новая силăпа” “Рассветра” тата О. Волков ХФХра ку кăтартусем питĕ пĕчĕк,12 центнера яхăн çеç. “Бахчапа” “Янмурзинора” тата “Волитра” çĕр улми ăнса пулнă, гектарти вăтам тухăç 280 — 240 — 200 центнерпа танлашать.
Районĕпе 4425 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă. Кун пекки юлашки çулсенче пулманччĕ-ха.
Асăннă кун тĕлне районĕпе 1500 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттерес тата çум курăксенчен хăтăлас тесен 6800 гектар лаптăка хуратса хăвармалла. Апла пулсан вырăнсенче ку тĕлĕшпе çине тăрса тăрăшни кирлĕ. Çитес çул районта çĕр улми ытларах лартса хăварасшăн. Çавăнпа та вырăнсенче çакна шута илме тата тĕш тырă вăрлăхĕсене тасатса ака кондицине çитерес тĕлĕшпе ĕçлеме сĕнчĕç района ертсе пыракансем.
Ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Матвеев хуçалăхсем кăçалхи 8 уйăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илмелли килĕшĕве мĕнле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе “Востокпа” “Досаевора” тата “Нивăра” лару-тăру çивĕччине, кăçал районĕпе ĕне пуçне вăтамран 4065 килограмм сĕт суса илмеллине, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне ÿстерме çине тăмаллине, витесене ăшăтса хĕле хатĕрлесе çитермеллине палăртрĕ.
Юлашкинчен канашлура ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне, пирĕн районта асăннă уяв октябрĕн 30-мĕшĕнче иртмелле, паллă тăвассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Канашлу ĕçне ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Петров йĕркелесе пычĕ.