Трак енре халăх сывлăхне сыхлас енĕпе тĕп больница, 4 врач офисĕ, 14 фельдшер пункчĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенче 30 тухтăр, вăтам пĕлÿллĕ 117 медицина ĕçченĕ вăй хурать.
Районта сывлăх сыхлавне аталантарас тĕлĕшпе концепци хатĕрленĕ. Унта сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетмелли, халăха медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне лайăхлатас енĕпе туса ирттермелли мероприятисене палăртнă. Унсăр пуçне врач офисĕсене çемье врачĕсемпе (врач общей практики) тивĕçтернĕ.
Хальхи вăхăтра Трак енре диспансеризаци (сывлăха тĕрĕслеттересси) пырать. Районти тĕп больница поликлиники куллен çынсене 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен йышăнать. Ун хыççăн 18 сехетчен дежурствăпа врачсем ĕçлеççĕ.
Тĕп больницăра талăкĕпех ĕçлекен 65 койка пур. Хальлĕхе унта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 1054 çын сипленсе сывалса тухнă. Тĕрлĕ йывăр чирсене пула стационарта пурĕ 28 çын вилнĕ, çав шутра 18 çула çитмен çамрăксем çук.
Хирурги уйрăмĕнче 189 операци тунă, вĕсенчен 22 операцине сасартăк сиксе тухнă чире пула. Йывăр операци хыççăн икĕ çын вилнĕ.
Поликлиникăри врачсем патне пĕтĕмпе 62446 çын пынă, çав шутран 25255-шĕ — тĕрлĕ чирсене пула.
Районти фельдшер пункчĕсене пурĕ 19272 çын тĕрлĕ чир-чĕрпе аптранипе пынă. Шăл врачĕсем шăл чирĕпе 2099 çынна йышăннă. Профилактикăлла тĕрĕслеттерÿ витĕр 2014 çын тухнă.
Тĕп больницăн кăнтăрлахи стационар пур. Унта пĕтĕмпе — 18 койка. Çак стационарта пурĕ 363 çын хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.
Васкавлă медицина пулăшăвне граждансем 1719 хут чĕнсе илнĕ, ку чухне 1751 çынна пулăшу кÿнĕ.
Районĕпе пĕтĕмпе 18926 тĕрлĕ чир-чĕр тупса палăртнă. Çав шутран 602 çынĕ — тĕрлĕрен сусăрланупа инкеке лекнисем.
Пурнăç “тăшманĕсен” йышĕнче малти ретре — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем. Вĕсемпе аптракансем — 4297 çын. Сахăр чирĕпе 139 çын чирлĕ. Çав шутран 11-шне 2009 çулта тупса палăртнă.
УЗИ, эндоскопи пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ. Алкоголизмпа чирлĕ 760 çын учетра тăрать. Вĕсенчен 143-шĕ — хĕрарăмсем. Наркоманипе учетра тăракансем çук.
Чире пула инвалида тухнă 561 çын шутланать Трак енре. Çав шутран 33-шĕ кăçал тĕрлĕ чир-чĕре пула инвалида тухнă. Çул-йĕр инкекĕсене лекнĕ 47 çын стационарта выртса тухнă. Йывăр сусăрланнипе 3 çын вилнĕ. Районĕпе пурĕ 167 çын тĕрлĕрен чире пула вилнĕ. Вĕсенчен пĕри — 4 çула çитмен ача. Тĕрлĕрен алкоголь шĕвекĕсем ĕçнипе 41 çын çут тĕнчепе сывпуллашнă. Пирĕн районта ВИЧ-инфекциллĕ (СПИД) 7 çынна шута илнĕ (4 арçын, 3 хĕрарăм).
Сывмар çынсен йышĕ çултан-çул ÿссех пырать. Ку сиенлĕ йăласемпе те çыхăннă ĕнтĕ. Юлашки çулсенче эрех, денатурат, одеколон, тĕр-лĕрен техника спирчĕсем, наркотиксем ĕçесси йăлана кĕчĕ. Хаяр шĕвек арçынсене çеç мар, хĕрарăмсемпе ачасене те илĕртет. Сифилиспа, гонорейăпа, ăнсăртран тĕл пулса, ар çыхăнăвне кĕрсе те чирлеççĕ. “Ĕçлеме ĕç çук, ирĕксĕрех хуйхăна эрех-сăрапа пусăрăнтаратпăр. Физкультурăпа спорт занятийĕсене ялсенче йĕркелекен çук”, — теççĕ хăш-пĕр çынсем. Пĕр енчен ку тĕрĕсех те пулĕ. Çапах та сывă пурнăç йĕркине ачаран хăнăхнине нимĕн те çитмест.
Г. Сушко