АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемье кунĕнче — çĕрмĕш ачана ят хунă

06 октября 2009 г.

 

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче, Çамрăк çемье кунĕнче район администрацийĕн йăла-йĕрке тумалли залĕнче питĕ паллă событи пулчĕ — 2009 çулта Трак енре çуралнă 100-мĕш ачана ят хучĕç.

Вăл Упи ял тăрăхĕнчи Ольгăпа Александр Федоровсен ывăлĕ Дмитрий пулчĕ. Пĕрремĕш ача çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăна Федоровсене Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. В. Петрова пачĕ. Çавăн пекех çамрăк ашшĕ-амăшне район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Л. Павлова, Валентина Николаевнапа Юрий Владимирович Федоровсен асламăшĕпе аслашшĕ ăшшăн саламларĕç. Районти ача-пăча искусство шкулĕнчи халăх инструменчĕсен “Изумруд” ансамблĕ (ертÿçи И. Михайлова) музыка парнипе савăнтарчĕ.

Уява Çамрăк çемьесен кунне халалланă май, савăнăçлă лару-тăрăва çемьеллĕ пурнăçпа пурăнакан тĕрлĕ çулсенчи çамрăк мăшăрсем килнĕ. Çемьере ырлăх-сывлăх, кил ăшши тата хăтлăх сунса, вĕсене символикăлла çемье вучахĕ парнеленĕ.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 131 ачана регистрациленĕ. Çемьере ача çурални — питĕ пысăк та савăнăçлă событи. Çавăнпа та эпир çуралакан кашни ачана савăнăçлă лару-тăрура ят хуртарма пирĕн пата килме йыхравлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика