АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бизнес-инкубатор уçăлчĕ

06 октября 2009 г.

 

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейскинче бизнес-инкубатор уçăлчĕ.

Ĕлĕкрех “Теремок” ача сачĕ пулнă çурт пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн юхăнса ларатчĕ. Район администрацийĕ ăна “Регионстрой” строителĕсене тĕплĕн юсама шанчĕ. Строительсем хăйсен сăмахне тытрĕç, кĕске хушăрах евроюсав ĕçĕсене ирттерчĕç.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче бизнес-инкубатор умне ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, предпринимательсем, пĕчĕк тата вăтам бизнес çыннисем пухăнчĕç. Савăнăçлă самант. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ И. Моторин, республикăри бизнес-инкубатор директорĕ В. Ермошкин, район пуçлăхĕ С. Николаев хĕрлĕ хăйăва касаççĕ. Пурте шала кĕреççĕ, бизнес-инкубаторăн ĕç кабинечĕсемпе паллашаççĕ. Унтан пурте тĕп зала пухăнчĕç.

— Паян районшăн пысăк событи, — терĕ район пуçлăхĕ С. Николаев. — Бизнес-инкубатор уçрăмăр. Халĕ Трак енри ĕçлекен халăхăн 46 проценчĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеспа çыхăннă. Вĕсем район бюджечĕн тупăш пайĕн 23 процентне хываççĕ. Иртнĕ çул пĕчĕк тата вăтам бизнесра 29 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пухăннисен умĕнче И. Моторинпа В. Ермошкин тухса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç.

— Республикăра çакăн йышши бизнес-инкубатора виçĕ çул каялла уçрĕç, — терĕ Иван Борисович. — Район центрĕнче уçнисенчен вара эсир пĕрремĕшсем пулатăр. Мĕн тума кирлĕ-ха бизнес-инкубатор? Вăл предприниматель, бизнес ĕçне тытăнакансене консультацисем, информацисем парать, документсем хатĕрлеме пулăшу кÿрет, вĕрентет те. Шупашкар хăни ЧР Экономика аталанăвĕн министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ, кунта “хĕрÿ лини” йĕркеленĕ.

Малашне Трак енре бизнес ĕçне “Красноармейскинчи бизнес аталану центрĕ” АНО директорĕ А. Николаев йĕркелесе пырĕ.

Юлашкинчен район пуçлăхĕ С. Николаев асăннă обăекта вăхăтра юсаса ĕçе кĕртнĕшĕн “Регионстрой” ертÿçисене Тав çырăвĕсем пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика