АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни киле — район хаçачĕ

06 октября 2009 г.

 

Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче пулнă май, район хаçатне вулакансен йышĕ еплерех пулнипе кăсăклантăм эпĕ. Супарти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Зоя Васильевна Яковлева пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе асăннă çыхăну уйрăмне кĕрекен ялсенче “Ял пурнăçне” 84 килте илсе вулаççĕ. Пилĕк почтальонка ĕçлет. Акă, Еншик Чуллă ялне Надежда Васильевна Павлова почтальонка тĕрлĕрен хаçат-журналпа тата ытти çăмăллăхпа тивĕçтерет.

Пытарма кирлĕ мар, темиçе çул каялла Еншик Чуллăра килĕрен хаçат-журнал валеçессипе пăтăрмахсем пулкаланă. Çынсем, почтальонка сÿрĕклĕхне пула, вăл е ку хаçат-журнала вăхăтра илсе вулайман. Халь лару-тăру улшăннă ĕнтĕ.

Апла пулин те, Супарти çыхăну уйрăмĕнче район хаçатне çырăнса илекенсен хисепĕ пĕчĕк-ха. Савăнтармасть ку пире.

Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче вулакансемпе курнăçрăм. Виçĕ арçынпа çывăхрах паллашрăм эпĕ. Пĕри район шайĕнче чылай çул яваплă вырăнсенче вăй хунă Валерий Серафимович Дмитриев пулчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Халь мăшăрĕпе — Зинаида Никитичнăпа — тăван кĕтесри килте пурăнаççĕ.

— Район хаçачĕсĕр пурăнма-и? — йăл кулăпа калаçрĕ Валерий Серафимович. — Çулленех çырăнса илнĕ…

Пĕчĕк ушкăнта Анатолий Николаевпа Лев Тихонов та пур. Вĕсем те район хаçатне кăмăлласах вулани пирки пĕлтерчĕç.

Арçынсене тепĕр ыйту та канăç памасть-мĕн. Еншик Чуллăра тата ытти ялсенче те тирпей-илемшĕн тă-рăшманни пăшăрхантарать вĕсене. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕн администрацине тивĕçлĕ пулăшу кирлĕ хальтерех. Çынсем темшĕн-çке тасалăхпа тирпейлĕхе хаклама пăрахрĕç. Валерий Серафимович пĕлтернĕ тăрăх, урамсенче те, çырма-çатра таврашĕнче те çÿп-çап, тĕрлĕрен кĕленче хуçаланать.

— Район хаçатне кашни килте вуламалла пирĕн. Район сывлăшĕпе пурăнатпăр пулсан, атьăр-ха, еншикчуллăсем, çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн район хаçатне çырăнса илер, — хăй шухăшне уçрĕ В. Дмитриев. — Анатолий, Лев эсир те манăн сăмахсене ĕçпе çирĕплетессе шанатăп эпĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика