02 октября 2009 г.
Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Берендей вăрманĕнче кросс енĕпе республикăн кĕркуннехи чемпионачĕ тата Чăваш Енре мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ.
Унта Трак енĕн пĕрлештернĕ команди пиллĕкĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Уйрăм çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕсем тата сумлăрах. Тĕслĕхрен, Çеçмерте çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен Данил Данилов 3 пин метра чупассипе юниорсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса, республика чемпионĕ пулса тăчĕ. Унăн кăтартăвĕ — 9 минут та 12 çеккунт. Çак училищĕре ăсталăха туптакан Эдуард Краснов (Кÿлçырма) ку дистанцире çамрăксен ушкăнĕнче иккĕмĕш пулчĕ. Асăннă спортсменсемпе вĕсен малтанхи тренерне Алексей Данилова хĕрÿллĕн саламлатпăр. Халĕ Данилпа Эдуард кросс енĕпе Раççейре мала тухассишĕн Оренбургра иртекен ăмăртăва тухса кайрĕç.