АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăха парăнмасть

02 октября 2009 г.

 

Ванюшкасси ялĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăм пурăнать, пăрчăкан пек йăпăр-йăпăр утса çÿрет, чупас çĕрте чупать. Вăл — Ольга Терентьева. Ялти пек каласан, Терок Ольги. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 30 çул иртнĕ пулин те пĕр кун та ĕçлемесĕр ларма пултараймасть, яланах хусканура. Çак çулсенче хăйĕн мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене те пулăшма пултарать. Лешсем те кукамăшне, асламăшне хисеплеççĕ, пулăшмасăр тăмаççĕ.

Икĕ çул каялла унăн юнашар ялта, Чăрăшкассинче пурăнакан юратнă мăнукĕпе кинне питĕ курас килсе кайнă. Юр тарăн, утма çул та, çуна йĕрри те çук. Мĕн тăвать-ха çак 85 çулхи хĕрарăм? Ачалăха аса илсе, йĕлтĕр çине тăрать. Туясăр-мĕнсĕрех уй урлă Чăрăшкассине вĕçтере парать.

— Пĕрре те ÿкмерĕм. Кирлĕ пулсан тăрмалапа (ĕлĕк ăна килтех ăсталанă) кайма пултаратăп, çамрăксенчен кая мар, — каласа парать Ольга Терентьевна.

Уйра улăм ури тăвакан çамрăксемпе пĕрле ĕçленĕ, яланах çÿлте улмури тăрлаканни пулнă. "У-у-х", — тенĕ те 4—5 метр çÿллĕшĕнчен çамрăк ача пек шуса аннă та ура çине тăп! тăнă. Ваттисен çуртĕнче, Чатукассинче те тĕлĕнтернĕ çынсене Терок Ольги. Лав тăваканни, утă капанĕ тăрлаканни те вăлах пулнă. Çурран район центрне е Кĕçĕн Шетмĕне кайса килесси уншăн ним те мар. Утă çуласси, типĕтсе пуçтарса кĕртесси, пахча çимĕç лартса ÿстересси… кусене пурне те туса пыма пултарать Ольга Терентьева.

Ватлăх çулĕсене парăнма шутламасть, пурнăçри малашнехи ÿсĕмсен шухăшĕсемпе пурăнать вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика