АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна хĕл каçма лартассипе смотр-конкурс иртет

02 октября 2009 г.

 

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа йĕркеллĕ вырнаçтарса лартса унăн ĕмĕрне ÿстерес тесе, район пуçлăхĕ С. Николаев октябрĕн 1—24-мĕшĕсенче районта техникăна хĕл каçма лартас енĕпе смотр-конкурс ирттересси çинчен постановлени кăларнă.

Смотр-конкурса йĕркелесе пыма тата унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме 5 çынран комисси туса хунă, унăн председателĕ — патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. В. Агатьев.

Асăннă смотр-конкурса ирттерме хатĕрленĕ положенине çирĕплетнĕ. Постановленире вырăнсенче октябрĕн 1—24-мĕшĕсенче ял хуçалăх техники мĕнле лару-тăрура пулнине пур енлĕн тĕрĕслесе тăрса, ăна хĕл каçма ГОСТ ыйтнă пек вырнаçтарса лартмалли пирки каланă.

Смотр-конкурс кăтартăвĕсене ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, инженерипе техника ĕçченĕсен тата ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен семинар-канашлăвĕнче пăхса тухма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика