АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывах-и, Карповсем

02 октября 2009 г.

 

Пулайкассине тарăн çырма икке пайлать. Ĕлĕкхилле, пĕр енче сăртра — Пулайкасси, тепĕр енче айлăмра — Çырмапуç. Сăртра вырнаçнинче пурăнаççĕ те Карповсем.

Иккĕшĕ 58 çул ĕнтĕ пĕрле. Пĕр чĕлхерен, пĕр шухăш-кăмăлпа шăкăлтатса пурăннинчен хакли урăх мĕн пултăр-ха?

Урамри сак çине вырнаçнă ватăрах хĕрарăм. Хăйсен килĕ умĕнче такама кĕтет вăл. Пĕрре тăрать те, тепре анаталла утса такама сăнать халь. Унтан васкамасăр каллех сак çине пырса ларать.

— Эпĕ Зинаида Васильевна пулатăп-ха. Николай Карповичăн мăшăрĕ эппин, — кăмăллăн сăмахлать вăл. — Старик кĕтĕве кайса килетĕп терĕ-ха.

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех “Герой” хуçалăхра вăй хунă ватă. Тĕрлĕрен ĕçсенче пулнă. Тырă вырнă, лаша кÿлсе кĕлтесем турттарнă, авăн çапнă… Ачасем çитĕннĕ чух, чăнах та , çăмăлах килмен тиев. Çумра татуллă, тăрăшуллă упăшка пурри çăлнă çав йывăрлăхсенчен.

— Эпĕ 1952 çулта качча тухрăм. Хам Трак тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр пирĕн. Тата 13 мăнукпа мăнуксен сакăр ачи пур, — тет кил хуçи хĕрарăмĕ. — Акă, упăшка килет те…

Анатран тăвалла типшĕмрех сăн-питлĕ, пĕвĕпе ытлах çÿллĕ мар арçын хăпарни курăнчĕ. Тарлă çамкине сăмса тутрипе шăлса илчĕ те, сывлăш çавăрмалла, сак çине ларчĕ.

— Çапла, Николай Карпович пулатăп эпĕ. Çак ялтах ÿснĕ. Çак тăрăхрах уй-хир бригадирĕнче ĕçлерĕм. Çул-йĕр тунă çĕрте те бригадирта тăрăшма тиврĕ. Ай-уй! ун чухне кашни киле, чул кăларса пухассипе, план-заданисем панă. Ăна пурнăçлассипе ачи-пăчипех кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. ФЗОпа та ăсатрĕç пĕр çул. 1943 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче салтак ячĕ тухрĕ. Тăван çĕр çинче нимĕçсем хуçаланатчĕç. Эпĕ зенитчик-артиллерист пулнă. Тăван киле 1950 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче таврăнтăм. Манăн Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕ пур , — хăйĕн пурнăç биографийĕпе паллаштарчĕ ветеран. — Платник ĕçне те пултарнă эпĕ.

Аслашшĕпе кукашшĕ те пуртă-пăчкăпа аппаланма юратнă унăн. Хальхи кил-çурт вырăнĕнчи иккĕмĕш çурт Карповсен. Малтанхи йывăçран пулнă. Кăна вара 1972 çулта лартнă.

— Пĕлетĕр-и, ку кермене çĕклессипе мăшăрпа иксĕмĕрех те пуль ытларах тăрмашрăмăр. Каменщикĕ те, платникĕ те хамăрах… Зинаидăна кăтартса вĕрентсе пынипех ĕнтĕ вăл пăчкă та туртнă, пуртăпа та ĕçленĕ. Халь ватăлтăмăр иксĕмĕр те. Эпĕ 1925 çулхи майăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Мăшăр халь 79 çула кайрĕ. Эх, ачасемпе мăнуксем юнашар пулни ватăлтармасть-ха пире, — йăл кулă палăрнине пытараймарĕ Николай Карпович. — Атьăр-ха, кĕрсе тухăр пирĕн пата…

Карповсем ачисемпе савăнмаллипех савăнаççĕ. Кил хуçи вĕсемпе кашнипех паллаштарчĕ, пÿрнисем çине пĕрерĕн- пĕрерĕн хурса шутларĕ. Чи асли, Людмила ятли, Именкассине качча тухнă. Кунти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ вăл. Леньăпа Галина çемьеллĕ, иккĕшĕ те Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Анатолий ялта, аслашшĕн кил вырăнĕнче, çурт çавăрнă. Чи кĕçĕнни — Владимир.

Мăнукĕсем те ватăсене манмаççĕ. Акă, Людмила хĕрĕ, Вероника кукашшĕпе кукамăшне аса илсех тăрать. Именкассинче пурăнаканскер Пулайкассине çул çухатмасть. Илемлĕ пит-куçлă çамрăк хĕрарăмăн ватăсем валли яланах ăшă сăмахсем, тутлă апат-çимĕç пур.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика