АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика чемпионĕ

02 октября 2009 г.

 

Трак гимназийĕнче вĕренекен Яманак каччи Константин Львов иртнĕ хĕлле 1991—1992 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче йĕлтĕрпе 10 километра ирĕклĕ майпа чупас енĕпе республика чемпионĕ пулса тăчĕ.

Сăмах май каласан, юлашки 40 çул хушшинче пирĕн районти шкул ачисенчен йĕлтĕрпе чупса республика чемпионĕ ята çĕнсе илнине эпĕ астумастăп. Нимĕн те калаймăн, Костя чăннипех маттур каччă. Çак кунсенче унпа тата унăн тренерĕпе Петр Михайлович Сергеевпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

— Иртнĕ хĕлле эсĕ, Костя, республика чемпионĕ пулса тăтăн. Мĕн пулăшрĕ-ха сана çавăн пек ăнăçу тума?

— Кăтартусем тренировкăсенче хура тар нумай юхтарнинчен килчĕç ĕнтĕ. Иртнĕ çул вĕсенче 800 километр ытла чупрăм пулĕ. Виçĕ хут республикăри пĕрлештернĕ команда йĕлтĕрçисемпе пĕрле сборта пултăм. Раççей шайĕнчи икĕ ăмăртăва (Сыктывкарта — пĕрремĕш юр çинче, Киров облаçĕнчи Омуткинора Атăл çи округĕн зонинче иртнисене) хутшăнтăм. Вĕсенче вăй виçсе курни ăмăртас опыта кăшт пуянлатрĕ, ÿстерчĕ темелле.

— Кăçалхи ĕмĕт-тĕллевсем еплерех-ха?

— Кăçал виçĕ хут республикăри сборта пултăм. Вĕсенче йĕлтĕр-роллерпа тĕрлĕ дистанцисене чупнă-ярăннă, кросс чупнă (пĕтĕмпе 350—400 километра çитрĕ пулĕ), вăй-хала, ура мышцисене çирĕплетмелли хăнăхтарусем тунă тата ытти те.

Пĕлтĕр Киров облаçĕнчи Омуткинора иртнĕ зонăри ăмăртура 32 тата 34-мĕш пулнăччĕ. Хальхинче çав кăтартусене лайăхлатас тĕллев тăрать ман умра.

— Анчахрах, тĕрĕсрех сентябрĕн 18—19-мĕшĕсенче, Шупашкарта йĕлтĕрçĕсен пĕтĕмĕшле вăй-хал хатĕрленĕвĕ (ОФП) енĕпе республика чемпионачĕ иртрĕ. Унта малтанхи кун — йĕлтĕр-роллерпа — 15 километр, иккĕмĕшĕнче çуран 6 километр кросс чупрĕç. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче кунĕпе тенĕ пекех çумăр çурĕ. Костя ыттисенчен чылай малта пыратчĕ, анчах пĕр вырăнта темле майпа шуса кайнипе ÿксе аманчĕ. Тепĕр кунне кросра виççĕмĕш пулчĕ.

2010 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарассишĕн тăрăшмалла. Костя хатĕрленĕвĕпе çав шая çитнĕ. Вăл хăй ÿсĕмĕнчисенчен республикăра пĕрремĕш номер шутланать, çавăнпа та унти тренерсем те ун çине питĕ шанаççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ К. Львовăн тренерĕ Петр Сергеев. — Малалла ÿсме вăхăт. Костя хăй те тренировкăсенче çиччĕмĕш тар тухичченех ĕçлет, ÿркенмест…

— Районтан çакăн пек çăлтăр тухасса тахçанах кĕтетпĕр ĕнтĕ. Костя, Петр Михайлович, умри тĕллевсене пурнăçлама сире иксĕлми пысăк вăй-хал, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

— Тавтапуç, çаплах пултăрччĕ-ха.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика