02 октября 2009 г.
Районти шкулсенче сентябрĕн 1-мĕшренпе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пырать. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕнче вара август уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнчех занятисем пуçăнчĕç. Ку 1994—1995 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе 1995—1996 çулсенче çут тĕнчене килнĕ хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Атăл çи федераллă округра мала тухассишĕн Ульяновскра иртекен ăмăртура тупăшма хатĕрленессипе çыхăнчĕ.
Чăн та, пур енлĕн хатĕрленсе çитме ĕлкĕреймерĕмĕр. Анчах та ачасем формăна кĕчĕç. Республикăн пĕрлештернĕ командине (ун йышĕнче пирĕн районтан Никита Дубов (УОР), Фарух Мухмадалиев, Айгуль Дуйсембаева (пурте КСОШ-2-рен), Настя Михайлова (Именкасси), Зина Петрова, Алена Игнатьева, Надя Данилова (пурте Кĕçĕн Шетмĕ) кĕнĕ атлетсем унта сентябрĕн 9—12-мĕшĕсенче вăй виçрĕç. Асăннă ăмăртăва 11 облаçпе республика команди хутшăнчĕ. Калас пулать, пирĕн кĕрешÿçĕсен кăтартăвĕсем япăх мар: Ф. Мухмадалиевпа Н. Дубов, Н. Данилова хăйсен виçисенче — 5—6-мĕш, Н. Михайлова 9-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Алена Игнатьева вара 40 килограма çывхаракан хĕр ачасем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ, Зина Петрова (37 кг) — иккĕмĕш, Айгуль Дуйсембаева — виççĕмĕш призерсем. Çапла А. Игнатьевапа З. Петрова тата А. Дуйсембаева ноябрьте Раççейре мала тухассишĕн иртекен финала хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕç.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе пирĕн районти Никита Дубова (КСОШ-2) тата Аня Андреевапа Катя Егорована (иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕ) олимп резервĕсен училищине вĕренме илнине тĕпе хурса, кăçал Трак енре ирĕклĕ майпа кĕрешесси татах вăйлăрах аталанма пуçласса шанас килет. Оксана Дуйсембаева та çав училищĕрех ăсталăха туптать. Вăл кăçал Европăра мала тухассишĕн Сербире иртнĕ ăмăртăва хутшăннă, чăн та, унта медаль çĕнсе илеймерĕ, анчах та Оксана малашне çитĕнÿ тăвасса шанса тăратпăр.