АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитательсен уявĕнче

02 октября 2009 г.

 

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче “Заволжски” клубра Воспитательсемпе шкул çулне çитмен учрежденисенчи мĕн пур ĕçченсен кунне уявларĕç. Ăна пирĕн çĕр-шывра 2004 çултанпа паллă тăваççĕ. Уява темиçе ĕмĕр каялла Санкт-Петербургра пĕрремĕш ача сачĕ уçнине халаллаççĕ...

“Заволжски” клуба уяв сăнĕ çапнă. Палăртнă вăхăт тĕлне унта районти воспитательсемпе шкул çулне çитмен мĕн пур учрежденисенчи ĕçченсем пухăнчĕç. Фойере ача-пăча валли юлашки çулсенче пичетлесе кăларнă çĕнĕ кĕнекесен, методикăлла литературăн выставкипе паллашма пулать.

Хаваслă кĕвĕ янăраса каять. Сцена çине “Заволжски” клуб çумĕнчи Т. Ефремова ертсе пыракан “Çамрăклăх” ташă ушкăнĕн çамрăк ăстисем тухаççĕ. Эх, епле çĕкленÿллĕ ташлаççĕ 9—10 çулсенчи ачасем. Вĕсен ăсталăхне пĕрре çеç мар курса тĕлĕннĕ, апла пулин те ачасен пултарулăхĕ ялан хăй патне туртать.

Тĕп уяв пуçланать. Пухăннисем умĕнче РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Фризен тухса калаçрĕ.

— Паян, — терĕ Марина Филимоновна, — пирĕн тăрăхра 6,5 çула çитичченхи 967 пепке çитĕнет. Трак тăрăхĕнче шкул çулне çитмен 11 учреждени пулсан, 10-шĕнче 563 ача тивĕçлĕ воспитани илет. Кăçал Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче шкул çулне çитмен ачасем валли ятарлă ушкăн уçрăмăр. Унта 20-е яхăн пепке çÿремелле.

Халĕ районти шкул çулне çитмен 10 учрежденире 72 педагог вăй хурать. Вĕсенчен 51,4 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 43 проценчĕн ятарлă вăтам пĕлÿ пур, 5,6 проценчĕ заочно майпа аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухать. Ясли-садсенче вăй хуракансен икĕ проценчĕ аслă категориллĕ, 18,1 проценчĕн-пĕрремĕш, 22,2 проценчĕн — иккĕмĕш категори пур.

Ясли-сад коллективĕсем тăтăшах çĕннине ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ, тĕрлĕрен программăсемпе ĕçлеççĕ, хăшĕ-пĕри вара—автор программисемпе (“Чебурашка”, “Колосок” сад-яслисем ). Шкул çулне çитмен учрежденисенче семинарсем, мастер-классем, ĕçлĕ вăйăсем, презентацисем ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Юлашки тапхăрта ясли-садăн 4 ертÿçи, 29 воспитатель ăсталăха ÿстермелли курссенче пулнă.

Вуншар тĕрлĕ тупăшăва хутшăнаççĕ ача-пăча коллективĕсем. Кăçал çуркунне районти халăх пултарулăх çуртĕнче Красноармейскинчи ача-пăча сачĕсен творчествăлла коллективĕсем хушшинче “Ладушки” фестиваль иртнĕччĕ. Унта тăватă ясли-садри ачасем музыкăпа юрă-ташăри пултарулăхне кăтартассипе тупăшнăччĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре I степеньлĕ диплома “Колосокпа” “Çеçпĕл”, II степеньлине — “Звездочка”, III степеньлине “Чебурашка” тивĕçнĕччĕ. Кунсăр пуçне “Çеçпĕл” — “Светофор”, “Чебурашка” “Пешеход” конкурссенче палăрнă.

Темиçе çул каялла “Çеçпĕл”, кăçал вара “Чебурашка” ача сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Уява килнисене район пуçлăхĕ С. Николаев саламларĕ.

— Ача сачĕсене бюджет укçипе çеç тытса тăма, юсав ĕçĕсем ирттерме пачах та çăмăл мар, — терĕ Станислав Андреевич, — çакăнта шефла, спонсорла пулăшăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Эпĕ тĕслĕхе “Колосок” ача садне илетĕп. “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГ администрацийĕ (ертÿçи С. Александров ) асăннă садика шефа илнĕ. Вĕсем ача-пăча коллективĕнчи мĕн пур йывăрлăхсене пĕрле татса параççĕ.

Пирĕн тĕп ыйтусенчен пĕри вăл — шкул çулне çитмен ачасене ясли-садсене вырнаçтарасси. Тĕллевлĕ ĕçлесе пыракансем ясли-садсене сыхласа хăварма пултарчĕç, хăшĕ-пĕри вара йывăрлăха чăтаймарĕç, садиксем хупăнчĕç.

Ача сачĕсен коллективĕсен тĕллевĕ — шкул валли ырă та сывă пепке хатĕрлесси, вĕсен сывлăхне сыхласси тата çирĕплетесси. Ача чăн-чăн пултарулăхпа палăрса тăрать, анчах сывлăхсăр пулсан, вăл хăйне пур енлĕн кăтартаймасть.

С. Николаев район умĕнче тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ, “Чебурашка” ача сачĕн коллективне (ертÿçи Е. И. Федорова) ЧР Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне, кунти О. А. Горшкова ĕçчене республика пуçлăхĕн грантне, И. Трофимова (“Çеçпĕл”), Г. Филимонова (“Чебурашка”) воспитательсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене пачĕ.

Уявра тĕп парне хуçи — “Чебурашка” ача сачĕн заведующийĕ Е. Федорова тухса калаçрĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

90 вырăнлă “Чебурашка” ача сачĕ 1986 çулта ĕçлеме пуçланă. Ăна типлă проектпа хăпартнă. Кунта 4 ушкăн, 10 педагог вăй хурать, вĕсенчен 6-шĕ-аслă пĕлÿллĕ. Ача садне паян пепкесем районти 24 ялтан çÿреççĕ. Коллектив “Асамат кĕперĕ” (“Радуга”) программăпа ĕçлет. “Чебурашкăн” юлашки çулсенчи кăтартăвĕсем питĕ сумлă. Кунта пултаруллă ачасемпе ĕçлеме уйрăм программа туса хатĕрленĕ, “Ладушки”, “Топольки” кружоксем ĕçлеççĕ.

Уяв малалла пырать. Методкабинетсен конкурсĕнче “Чебурашка” — пĕрремĕш, “Звездочкăпа” “Çеçпĕл” иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. М. Фризен тата вĕрентÿпе ăслăлăхра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. Николаева воспитательсемпе шкул çулне çитмен учрежденисенче тăрăшакансен пысăк ушкăнне верентÿ пайĕн, профсоюз организацийĕн Хисеп грамотисемпе, парнисемпе чысларĕç.

Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Трофимов ку территорире вырнаçнă ача сачĕсенчи (вĕсем 5 — “Колосок”, “Çеçпĕл”, “Звездочка”, “Чебурашка”, “Шурăм пуç”) пултаруллă ĕçченсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, парнесемпе чысларĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕн çумĕ А. Андреева “Чебурашка” ача сачĕн коллективне торт пачĕ.

Юлашкинчен уяв концерчĕ иртрĕ. Унта “Заволжски” клуб çумĕнчи “Çамрăклăх” , “Капельки”, “Грация”, “Раштав” пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем — К. Сергеева, Е. Небытов, Еленăпа Андрей Тюмеровсем — хутшăнчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Куракансем кашни номерех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Вĕрентÿпе ăслăлăхра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. Николаева чаплă концертшăн “Заволжски” клуб директорне П. Захарована ăшшăн тав турĕ, Хисеп грамоти пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика