АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Методист та, профсоюз лидерĕ те

02 октября 2009 г.

 

Ун пек çынсенчен тĕлĕнме пăрахмастăн. Мĕнле пур çĕре те ĕлкĕреççĕ-ши вĕсем тетĕн. Галина Ивановна шăпах çавăн йышшисенчен. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл пурнăçне халăха вĕрентес, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстерес ĕçпе çыхăнтарнăранпа.

Янкас ялĕнче ÿснĕскер, 1977 çулта аслă пĕлÿллĕ пулса тăнă, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче (халĕ университет) “Физика учителĕ” специальноçа алла илнĕ. Малтанах çамрăк çеç учителе хамăр районти Шупуç шкулне янă. Кĕçех Г. И. Николаевана районти каçхи шкулăн методистне куçараççĕ, кăштахранах вара вăл районти заочно майпа пĕлÿ паракан шкул директорĕ пулса тăрать. Галина Ивановна 20 çула яхăн тапхăрта пурнăçпа юратнă ĕçĕн пусма картлашкипе хăвăрттăн ÿссе пынă: заочнăй майпа ĕçлекен уйрăм заведующийĕнче, районти шкулсен инспекторĕнче, районсем хушшинчи фильмотека, районти пионерсемпе шкул ачисен çурчĕн методистĕнче, халăха вĕрентес ĕç пайĕн фильмотека заведующийĕнче вăй хунă. 1998 çулхи авăн уйăхренпех вара вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методистĕнче тимлет. Вăл вăй хуракан коллектив — туслă та ĕçчен, яланах пуçарулăхпа, инновацилле тытăма аталантарнипе палăрать, ĕçре педагогикăн çĕнĕ технологийĕпе тата методикипе усă курать, вĕрентÿ процесĕн ыйтăвĕсене тарăнлатма малашлăхлă шухăшсемпе сĕнÿсем парать. Пирĕн методслужба (ертÿçи М. Ф. Фризен) 2006 çулхи раштавпа 2007 çулхи кăрлачра малтан Новосибирск, каярахпа Мускав хулисенче регионсем хушшинче “Хушма професси вĕрентÿ тытăмне Раççей вĕрентĕвĕн приоритетлă енĕсене пурнăçа кĕртессипе килĕшÿллĕн çĕнетсе пырасси” ятпа пулнă конференцине, унтан Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнса лауреат пулса тăнă. Çакăнта Галина Ивановна тÿпи те пурах ĕнтĕ. Пĕрремĕш квалификаци категориллĕ методист пулнă май, вăл та вĕрентÿ тытăмне ăслăлăхпа методика тĕлĕшĕнчен çĕнĕлĕх кĕртес енĕпе сахал мар вăй хурать, ку процеса вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн тĕрлĕ мелĕсемпе майĕсене кĕртме çине тăрать, шкул ачисен пĕлÿ пахалăхĕ мĕнле пулни пирки мониторингсем ирттерет. Галина Ивановна вĕрентÿ пайĕн канашĕн ларăвĕсене хутшăнать, педагогсен районти тата республикăри семинарĕсенче тухса калаçать. Вăл йĕркеленипех районта “Вĕрентÿ ĕçченĕсен кунĕсем”, Ватă çынсен кунне халалласа ветеран-педагогсен тĕл пулăвĕсем, Учитель кунĕ ячĕпе мероприятисем, Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен кунĕсем иртеççĕ.

Кунпа пĕрлех Г. И. Николаева вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен районти профсоюз организацине 1989 çултанпах пĕр улшăнмасăр ертсе пырать. Профсоюз членĕсен интересĕсене хÿтĕлеме çине тăрать. Сăмахран, вăл çине тăнипе юлашки 2 çулта кăна Янкас шкулĕнчи икĕ тата Трак гимназийĕнчи пĕр учителе выслугăпа çăмăллăхсем илме документсем хатĕрленĕ, Карай, Именкасси шкулĕсенчи техслужащисене срокчен тивĕçлĕ канăва тухма пулăшнă. Ăна районти профсоюзсен координаци канашĕн председательне те суйланă. Вăлах 2004—2006 тата 2007—2009 çулсем валли социаллă партнерлăхпа ĕçлемелли виçĕ енлĕ килĕшÿсене хатĕрлесе алă пусма йĕркелекенсенчен пĕри те пулса тăнă. Унăн авторитечĕ учительсемпе ытти профсоюз членĕсем хушшинче те пысăк.

Тăрăшулăхшăн маттур методиста, ырă тĕслĕхлĕ профсоюз лидерне ытахальтен мар-тăр “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллăпа, Раççей никама пăхăнман профсоюзĕсен федерацийĕн “Раççей профсоюзĕсене 100 çул” медальпе, нумай-нумай Хисеп грамотипе, çав шутра Раççей тата Чăваш Республики шайĕнчисем те сахал мар, чысланă. Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн 2005 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 58-мĕш номерлĕ Указĕпе вара Г. И. Николаевана “Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Ачисем те, Катьăпа Люда, амăшĕ пекех ĕçчен. Люда, ав, республика больницин медсестри. Катя вара Мускавра пурăнать, менеджер-консультант. Иккĕшĕ те — çемьеллĕ. Галина Ивановна Соня мăнукĕпе те савăнать.

Çитес туни кун вара, Учитель кунĕнче, Галина Ивановна хăйĕн черетлĕ юбилейне паллă тăвать. Сăнĕпе те, чунĕпе те çамрăк-ха вăл. Яланах çапла пулма Сире кĕреш юманăнни евĕр сывлăхпа вăй-хăват, пархатарлă хавас кулă сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика