АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

02 октября 2009 г.

 

Спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ĕçлекен тренерсен 2008-2009 вĕренÿ çулĕнчи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Вĕсен ĕç пахалăхне хаклама районта смотр-конкурс положенине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн спортсменсен, çавăн пекех вĕсемпе ĕçлекен тренерсен рейтингне палăртмалла. 2008—2009 çулта пысăк ăмăртусене хутшăннă тăрăх каччăсем хушшинче Пикшик шкулĕнчи (халĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен) Эдуард Краснов (1993 çулта çуралнăскер), хĕрсенчен Трак гимназийĕнчи Татьяна Чернова малта пыраççĕ.

Тренерсен рейтингне палăртнă чух тĕрлĕ шайри (районтинчен пуçласа тĕнче шайри таран) ăмăртусенче миçе призер пулнине çеç мар, пĕрремĕш разрядлă, спорт мастерĕн кандидачĕ тата спорт мастерĕ хатĕрленине, çавăн пекех УОРа е СДЮШОРа миçе вĕренекен панине те шута илеççĕ.

Ку кăтартусемпе ДЮСШăн ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентекен тренерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Н. Григорьев малта пырать. Вăл спорт мастерĕн 3 кандидатне хатĕрленĕ, унăн вĕренекенĕсенчен 3-шне олимп резервĕсем хатĕрлекен Шупашкарти училищĕне илнĕ, 13 вĕренекенĕ республика чемпионатĕнче тата Чăваш Енре мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче 16 призлă вырăн (вĕсенчен 9-шĕ пĕрремĕш) йышăннă, 5-шĕ — Атăл çи федераллă округĕн, 2-шĕ Раççейĕн призерĕсем пулса тăнă. Пĕр вĕренекенĕ (Галина Дуйсембаева) федераллă округăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Раççейри шкул ачисен Спартакиадин финалне хутшăннă.

Иккĕмĕш вырăнта — ДЮСШăн йĕлтĕрпе чупма вĕрентекен тренерĕ П. М. Сергеев. Унăн виçĕ вĕренекенĕ республикăри официаллă ăмăртусенче призлă 12 вырăн йышăннă, пĕрне Шупашкарти УОРăн биатлон уйрăмне илнĕ.

Виççĕмĕш вырăнта — Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнчи спорт инструкторĕ П. И. Григорьев. Вăл йĕлтĕрçĕсемпе полиатлонистсене хатĕрлет. Унăн 4 вĕренекенĕ республика чемпионачĕпе Чăваш Енре мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче 8 призлă вырăн çĕнсе илнĕ.

Л. С. Артемьевпа (каратэ) А. Н. Данилов (çăмăл атлетика) тренерсене те палăртмасăр хăварма çук. Л. Артемьевăн виçĕ вĕренекенĕ республикăри официаллă ăмăртусенче 13 призлă вырăн йышăннă. А. Даниловăн вĕренекенĕсем Э. Красновпа Д. Данилов Атăл çи федераллă округ призерĕсем пулса тăнă, иккĕшĕ те пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă. Данил Данилов, Г. Дуйсембаева пекех, çăмăл атлетика енĕпе Раççейри шкул ачисен Спартакиадин финалĕнче вăй виçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика