29 сентября 2009 г.
Хĕл çывхарса килет. Ăна кĕтсе илме эпир хатĕрленсе çитнĕ-и-ха? Район пуçлăхĕ С. Николаев ĕнер ирттернĕ канашлура ку ыйтăва пăхса тухрĕç.
Район администрацийĕн строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ В.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, район территорийĕнче 216 нумай хваттерлĕ çурт. Нумай хваттерлĕ 19 çурта тĕпрен юсама кăçал 17 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Вăл укçа- тенкĕпе нумай хваттерлĕ 10 çуртра 6211 тăваткал метр пÿрт тăррине тĕпрен юсанă, икĕ çуртăн фасадне юсанă, çуртсенче шывпа тивĕçтермелли пăрăхсене, пĕрлехи çуртри шыв шутлакан счетчиксем вырнаçтарса, 1344,5 метр, çуртсенчи канализаци пăрăхĕсене 1546,6 метр улăштарнă. Хĕле хатĕрленсе, ăшă паракан пăрăхсене, управлени узелĕсенче ăшă шутлакан счетчиксене вырнаçтарса, 1048,9 метр чухлĕ улăштарнă. Ку программăпа хушса Ленин урамĕнчи 31-мĕш çуртра, Г.Степанов урамĕнчи 17-мĕш номерлĕ çуртра ăшă системисене юсама пăхнă. Ленин урамăнчи 66-мĕш номерлĕ çуртăн тăррине юсанă. Г. Степанов урамĕнчи 34-мĕш çуртра та çакăн пек ĕç пурнăçламалла.
Ленин урамĕнчи 20-мĕш çуртăн сулахай енче темиçе çул каяллах никĕспе стенасем çинче çурăксем пулса кайнă. Никĕспе стенасене васкавлăн çирĕплетмелле. Нумай хваттерлĕ çуртсенче подăездсене, вĕсенчи кĕмелли алăксене, чартаксене ăшă тытмашкăн юсамалла.
Хĕллехи тапхăра хатĕрленсе район центрĕнчи Ленин урамĕнче уйрăм вырăнсенче ăшă пăрăхĕсене улăштарнă, вĕсене шыв ярса пусăм вăйĕпе тĕрĕсленĕ. Г. Степанов тата Механизаторсен урамĕсенчи ăшă сечĕсене те опресовка тунă. Нумай хваттерлĕ 50 çуртра ăшă пăрăхĕсене çуса пусăм вăйĕпе тĕрĕсленĕ.
Красноармейскинчи пурăнмалли поселокри 1-мĕш номерлĕ, районти больницăри котелсем кивелнĕ, больницăра ăшă сечĕсем те, пĕлтĕр кунта авари те пулнăччĕ. Вĕрентÿ обăекчĕсенче ăшăпа (пăрăхсем), шывпа тивĕçтермелли системăсем хытă кивелнĕ. Алманчпа Именкассинчи кану çурчĕсенче васкавлăн ăшă системисене юсамалла, ăна валли укçа тупмалла.
"Чăваш Республикин территорийĕнчи коммуналлă котельнăйсемпе ăшă сечĕсене çĕнетсе улăштарасси" программăпа пирĕн районпа 2012-2013 çулсенче 21 миллион, 2014-2015 çулсенче 40 миллион тенкĕлĕх ĕçсем тума палăртнă.
Тулли мар яваплă "Траки" пĕрлешÿ директорĕ В. Петров канашлура район центрĕнче çанталăк сивĕтсен ăшă вăхăтра пама шантарчĕ.
Районти тĕп больницăра ăшă памашкăн хатĕрленес ĕçсене мĕнле туса пынипе унăн тĕп врачĕ Г.Сушко паллаштарчĕ.
Канашлу районта хĕле хатĕрленессипе çыхăннă ытти ыйтусене те çĕклерĕ.