29 сентября 2009 г.
(Юрий Шепилов композитор вăхăтсăр çĕре кĕни çулталăк çитнĕ ятпа ирттернĕ Асăну концертĕнчен)
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнчи каç районти халăх пултарулăх çуртне çынсем йышлă пуçтарăнчĕç. Ентешсемпе Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем унта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятельне, композиторсен Ассоциацийĕн членне, Нестер Янкас премийĕн лауреатне — Юрий Васильевич Шепилова асăнса, унăн пултарулăхне сума суса пухăннă.
Сцена çинче халăх юратнă композиторăн пысăк портречĕ. Чĕрĕ чухнехи пек ăшшăн пăхса ларнăн туйăнать вăл. Ун айĕнче вара — чĕрĕ чечексем...
Концерта пултарулăх çурчĕн ĕçченĕ Надя Филиппова ертсе пычĕ.
— Пĕчĕк ача кун çути курсанах, Турă ăна чун парать. Чунпа пĕрлех çичĕ тĕрлĕ пултарулăх пиллет. Çыннăн вара çичĕ тĕрлĕ таланта ĕмĕр хушши аталантарса пымалла. Хăйĕн чун-чĕринчен тухакан пултарулăхĕпе халăха савăнтармалла, тĕлĕнтермелле, — пуçларĕ вăл ум сăмахне. — Хăш-пĕр пултаруллă çынсем çинчен: “Унăн таланчĕ çиччĕрен те иртет!” — теççĕ. Çак сăмахсене Юрий Шепилов пирки каланăнах туйăнать...
Юрий Васильевич Шепилов 1951 çулхи августăн 21-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăтам шкул хыççăн автомеханик профессине вĕренсе алла илнĕ. Каярах юридика енĕпе пĕлĕвне ÿстернĕ. Ача чухнех музыкăна юратнă. Каярах хăй те юрă-кĕвĕ тĕнчинче малтанхи утăмсем тума пуçланă — хăй тĕллĕн нумай ĕçленĕ, аслă юлташĕсемпе канашланă. Вĕсем пулăшнипе 40 çул каяллах унăн пĕрремĕш юрри районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетленнĕ. Çавăнтан вара вăл юрăсенчен пĕрре те уйрăлман.
“Юрăпа чуна уçаттăм, — тетчĕ Юрий Шепилов пурăннă чухне. — Хам кĕвĕленĕ юрăсене чун-чĕре витĕр шăратса-пĕçерсе кăлараттăм. Эпĕ вĕсен шучĕшĕн хыпăнман, халăх еплерех кăмăлласа йышăннине шута илнĕ...”
Чылай чухне юррăн малашнехи шăпи сăвăран нумай килет. Чăваш халăх поэчĕпе — Юрий Сементерпе, Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова паллă поэтессăсемпе, хамăр тăрăхри Шетмĕ Михали, Леонид Антонов, Зинаида Михайлова, Николай Карай сăвăçсемпе тачă çыхăну тытать. Унăн юррисене Чăваш халăх артисчĕсем Иван Христофоров, Тамара Гурьевапа Зоя Лисицина, Чăваш Енĕн паллă эстрада çăлтăрĕ Маргарита Туринге, Трак енри Зоя Смирнова, Светлана Данилова, Владимирпа Люба Григорьевсем, Татьяна Рассказова тата ыттисем шăрантараççĕ.
Хăйĕн 50 çулхи юбилейĕ тĕлне Юрий Шепилов 21 юрăран тăракан компакт-диск кăларнă. Унта халăхра анлă сарăлнă “Пурнăç лайăх — аннесем пулсан”, “Шурăмпуç”, “Кăвак сирень” тата ытти юрăсем кĕнĕ. Хăш-пĕр юрăсен сăмахĕсене хăех шăрçаланă. Çав çулах “Шурăмпуç” ятпа юррисен пуххине пичетленĕ.
Питех те шел: Юрий Шепиловăн ĕмĕрĕ вăрăм пулаймарĕ. Пурăннă пулсан, кăçалхи çурла уйăхĕнче 58 çул тултармаллаччĕ. Анчах та сарăмсăр вилĕм ăна пирĕнтен вăхăтсăр уйăрчĕ. Вăл иртнĕ çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче куçне яланлăхах хупрĕ. Ăна Красноармейски масарне чыс-сумпа пытарнă.
Мĕнпе асăмра юлчĕ-ха Юрий Шепилов çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем тата ĕçтешĕсем хушшинче? Çакăн пирки концерт умĕн те, ун вăхăтĕнчи тăхтав-ылмашăну самантĕнче те чылайăн ăш пиллĕн аса илчĕç. Асăну каçне Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Шестаков пуçласа пачĕ. Пĕр минут шăп тăрса Юрий Шепилова асăнса илме ыйтрĕ. Хăй унпа пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕ.
Шупашкартан килнĕ ятлă-сумлă çынсем ăшă сăмахсем каланине уйрăмах палăртмалла. Вĕсем: музыковед, Чăваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн ертÿçи, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Зимин, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Республикăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юрий Кудаков композитор, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши, пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕллĕ премисен лауреачĕ, тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Раиса Сарпи, “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн яваплă секретарĕ Осип Алексеев çыравçă. Осип Алексеевич Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Юрий Шепиловăн Асăну концертне хутшăннисем патне янă çырăвне вуласа пачĕ. Унта композитор чĕрĕ чух каламасăр юлнă ырă пулăмсене те асăннă.
Тус-юлташĕсем ячĕпе Çĕрпÿри кирпĕч завочĕн тĕп механикĕ Владимир Васильев, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи çамрăксен çурчĕн директорĕ Александр Афанасьев, “Заволжски” клубăн илемлĕх ертÿçи Михаил Дмитриев тухса каларĕç. Ентеш-сăвăçсем — Шетмĕ Михалипе Николай Ершов хăйсем Юрий Шепилова халалланă сăввисене вуларĕç.
Райпо ертÿçи Альбина Дмитриева Юрий Васильевичпа çак системăра пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илсе каларĕ. Вăл Раиса Сарпи пуçарăвне — районта Юрий Шепилов ячĕпе музей-пÿлĕм уçас, вăл çуралнă тата пурăннă çуртсем çине Асăну хăмисем çакас ыйтăва татса панă чух пурлăх енчен пулăшма пулчĕ.
Концерта Трак ен чăваш-нимĕç гимназийĕн учителĕ Михаил Филимонов çырнă сăвăпа “Заволжски” клубăн илемлĕх ертÿçи Евгений Небытов кĕвĕленĕ “Посвящение” юрăпа уçрĕç. Ăна Юрий Шепилова чысласа хайланă.
Пĕтĕмпе юратнă композиторăмăрăн 19 юрри янăрарĕ çав каç. Вĕсене маларах çырнă юрăçем — И. Христофоров, З. Лисицина, Т. Гурьева, З. Смирнова, Т. Рассказова, Любăпа Владимир Григорьевсем, С. Данилова тата çĕнĕрен хутшăннă В. Шумилов, С. Васильева, Л. Ильина юрларĕç. Концерт халăх пултарулăх çурчĕн хорĕ Юрий Шепилов Леонид Антонов сăввипе кĕвĕленĕ “Тăван Чăваш ен” юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ. Композитор мăшăрĕ Вера Степановна тата ывăлĕпе хĕрĕ пурне те ăшшăн тав турĕç. Юрий Шепилов композитор яланах пирĕн асăмра юлĕ. Вăл кĕвĕленĕ юрăсене кашни концертрах илтĕпĕр, вĕсене пултаруллă юрăçсем ăмăртмаллах хăйсен репертуарне кĕртĕç. Хурлану-эрленÿ те, савăнăç вĕçевĕ те, яшлăхăн çепĕç те хĕрÿ туйăмĕпе ĕмĕчĕ-çуначĕ те, ачаш тунсăхĕ те унăн юррисенче.