29 сентября 2009 г.
Сентябрĕн 20-мĕшĕ. Красноармейскинчи Ленин урамĕ уяв тумĕ тăхăннă тейĕн, ун тăршшĕпех тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем лартса тухнă, илемлĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнекен транспарантсем те сахал мар. Хаваслă та çĕкленÿллĕ кĕвĕ янăрать. Ăмăрту умĕн район администрацийĕ умĕнчи лапамра спортсменсен парачĕ иртрĕ. Ун вăхăтĕнче “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ, район пуçлăхĕ Станислав Николаев “Нацисен кросне” хутшăнма килнисене ăшшăн саламларĕ, палăртнă дистанцие харпăр хăй сывлăхне сиен кÿмесĕр чупса тухма ыр сунчĕ, малтанхи эрнинче “Советская Чувашия” хаçат эстафетинче ăмăртса район командисене мала кăларма сумлă тÿпе хывнă çăмăл атлетсене: Алексей Данилова — Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхне, Владислав Перепелкина — райбольница врачне, Владимир Михайлова — Заволжски ЛПУМГăн сывлăха çирĕплетмелли спорт комплекс ĕçченне, Екатерина Илларионована — обществăлла тренера, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумне Н. И. Антонова, çав кун 55 çул тултарнă ятпа саламласа, çавăн пекех тренерсен конкурсĕнче пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă В. Н. Григорьева (ирĕклĕ майпа кĕрешесси), П. М. Сергеева (йĕлтĕр спорчĕ), П. И. Григорьев (полиатлон) тренерсене район администрацийĕн Хисеп грамотине тата дипломĕсене, “Пятилетка” пĕрлешÿ директорне В. А. Афанасьева районта спорт мероприятийĕсем ирттерме спонсорла пулăшу кÿнĕшĕн район администрацийĕн Тав хутне пачĕ.
— 40 çул каялла Упи-Красноармейски чупăва эпир тăххăрăн тухрăмăр, паян вара ун чухнехинчен темиçе хут ытларах çын ăмăртма килнĕ, çакă савăнтарать, — терĕ асăннă маршрутпа пĕрремĕш чупнă Валерий Гордеев. — Сире пурсăра та “Нацисен кросне” килнĕ ятпа саламлатăп, ăнăçлă стартпа финиш сунатăп.
Сывă пурнăç йĕрки тытса пыракансене çавăн пекех “Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçи В. А. Афанасьев саламларĕ, хăйĕн вĕрентекенне — В. И. Гордеева — хаклă парнепе, район пуçлăхĕ С. Николаев Валерий Ильича Тав хучĕпе чысларĕ. Страхлакан “Поддержка” компанин районти представительствин начальникĕ Анжелика Васильева спорт юхăмне аталантарас çĕре пысăк тÿпе хывнă Руслан Мефодьева страховой полис пачĕ.
Раççей, Чăваш Ен тата Трак ен Гимнĕсем янăранă хыççăн, спортсменсем автобуссем çине ларса старт вырăнĕсене ăсанчĕç. Çуран чупса харпăр хăй сывлăхне çирĕплетекенсем 12 сехетре КС-23 тĕлĕнчен vip чупăва тухрĕç. Кунта асăннă ăмăртун тĕп судйи Валерий Гордеев старт парса пĕр харăсах 150 ытла çынна дистанцие кăларчĕ. Вĕсем хушшинче районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çиччĕн: В. Долгов, А. Фролова, В. Григорьев, Г. Спиридонов, Г. Михайлов, О. Андреева, район администрацийĕн пай начальникĕсем — Н. Антонов, Ю. Петров, Р. Николаева, шкул директорĕсем — О. Дмитриев, Г. Юлмасова, И. Кускова, О. Арманова, А. Соловьева, Ю. Федоров, районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче, предприятисенче вăй хуракансемпе пенсионерсем те пулчĕç. Ку ушкăнрисем финиша çитнĕ-çитмен 9-мĕш класа çитичченхи хĕр ачасем, унтан арçын ачасем, вĕсем хыççăн 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем тата тĕрлĕ ÿсĕмсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсем, арçынсем Кивĕ Йĕкĕт ялĕ тĕлĕнче кашни 10 минутран старт илчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче çаксем, пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнса, дипломсемпе хаклă парнесем çĕнсе илчĕç: vip чупăва хутшăннă хĕрарăмсенчен — Галина Сушко (райбольница), Роза Николаева (райадминистраци), Ольга Арманова (Именкасси), арçынсенчен — Олег Дмитриев (Алманч), Геннадий Спиридонов (Карай), Виктор Николаев (ветстанци), Кивĕ Йĕкĕт — Красноармейски маршрутпа чупнă 9 класа çитичченхи хĕр ачасенчен — Трак гимназийĕнче вĕренекен Кристина Львова, Настя Иванова (КСОШ-2), Стелла Николаева (Пикшик), ку çулсенчи арçын ачасенчен — Николай Львов, Алексей Перепелкин (иккĕшĕ те гимнази), Гордей Ильин (Пикшик), 10-11-мĕш классенчи хĕр ачасенчен — Света Григорьева (Карай), Света Емельянова (Еншик Чуллă), Рая Антонова (гимнази), 20-29 çулсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсенчен — Людмила Кузьмина (Яманак), Анастасия Данилова (Пикшик), Людмила Архипова (Упи), 30-39 çулсенчи хĕрарăмсенчен — Лариса Ильина, Надежда Дмитриева (иккĕшĕ те Карай), арçынсенчен — Владимир Тимофеев (райадминистраци), Олег Сергеев (Алманч), 40-49 çулсенчи хĕрарăмсенчен — Светлана Данилова, Альбина Михайлова (иккĕшĕ те Пикшик), А. Николаева (Алманч), арçынсенчен — Владимир Михайлов (ЗЛПУМГ), Владислав Терентьев (райпо), Николай Пантелеймонов (Яманак), 50-59 çулсенчи хĕрарăмсенчен — Мария Семенова (Красноармейски), Е. Ивановапа Мария Тимофеева (иккĕшĕ те Еншик Чуллă), арçынсенчен — Иван Григорьев (Красноармейски), Владимир Данилов (райбольница), Владимир Константинов (гимнази), 60-тан иртнĕ арçынсенчен — Анатолий Сидоров (гимнази), Константин Шачкин (Именкасси).
Чи тÿсĕмлисем Упи —Красноармейски маршрутпа (ун тăршшĕ 7800 метр) чупрĕç. Упи кану центрĕ тĕлĕнчен 10-11-мĕш классенче вĕренекен 22 арçын ачапа 30 çула çитичченхи 3 каччăна тата 41 çулхи Алексей Данилова ( вăл — Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, ку трассăпа сахал мар чупнă тата пĕрре çеç мар çĕнтернĕ, 5 çул хыççăн тепĕр хут хăйне тĕрĕслесе пăхма тĕв турĕ — В. Е.) ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Анатолий Петров старт парса дистанцие кăларчĕ. Анатолий Сидорович олимп резервĕсем хатĕрлекен Шупашкарти училищĕре ĕçлет, хальхи вăхăтра пирĕн районти Пикшик вăтам шкулĕнче вĕреннĕ Данил Даниловпа Эдик Краснова спортри ăсталăха туптама пулăшать. Старт умĕн вăл вĕсене сĕнÿ пачĕ, лайăх вăхăт кăтартма ыр сунчĕ. Унран “Паян кунта кам çĕнтерет?” тесе ыйтсан, вăл кăшт шутласа тăнă хыççăн “иккĕшĕн те шанăçсем пĕр пекрех, эпĕ вĕсене вăйсене перекетлеме , пĕр-пĕрин хыçĕнче пытанса пыма хушман”, терĕ. Унăн прогнозĕ тÿрре килчĕ.
— Кун вăрăмĕш дистанцие чупманни 5 çул çитет. Кăшт шиклентерет-ха, — терĕ Алексей Данилов старт умĕнхи калаçура. — Паян эпир “Нацисен кросне” çемйипех килнĕ. Мăшăрăм, Света тата хĕрĕм, Настя — Кивĕ Йĕкĕтрен, эпĕ тата ывăлăм, Данил, Упирен чупас терĕмĕр.
Дистанцие тухсанах Кĕçĕн Шетмĕре çуралса ÿснĕ Виктор Иванов пĕр вăхăт ушкăн пуçĕнче вирхĕнсе пычĕ. Çеçмер каччи, Д. Данилов ку трассăпа иртнĕ çул чупнăччĕ тата пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăнпа та Данил дистанцире хăйне мĕнле тытмаллине аван чухлать. Кивĕ Йĕкĕт тăвайкки тем тăршшех, чупса улăхмалăх пур. Çакăнта Данил Даниловпа Эдик Краснов В. Иванова хуса çитсе иртсе кайма та пултарчĕç. Финиша Данилпа Эдик пĕр вăхăтра — 23 минут та 37 çеккунтра — чупса çитсе, пĕрремĕшпе иккĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнта — Руслан Яковлев (КСОШ-2). Каччăсемпе арçынсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ — Алексей Данилов. Черетлĕ хут вăл хăй районта вăйлă стайерсенчен пĕри пулнине кăтартрĕ. Унăн финишри вăхăчĕ — 25 минут та 50 çеккунт. Виктор Иванов (Кĕçĕн Шетмĕ) — иккĕмĕш, Алексей Егоров (“Торговый дворик”) виççĕмĕш вырăнсенче.
“Нацисен кросĕ” иккĕмĕш хут ĕнтĕ “Спорт — наркотиксене хирĕç” девизпа иртрĕ. Ăна лайăх йĕркеленĕ. “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканаш членĕ, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Аркадий Лебедев чупу епле пыни пирки тепĕр комментатортан та ăстарах каласа-пĕлтерсе пычĕ, çав хушăрах сумлă çынсенчен, тĕслĕхрен, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕнчен Анатолий Петровран тата ыттисенчен интервью илме те ĕлкĕрчĕ.
Кроса хутшăннисене пурне те “Нацисен кросĕ” ятлă ятарлă брелок пачĕç, хăйсен ушкăнĕсенче палăрнисене вара хаклă парнесемпе чысларĕç. Вĕсене чыслама район пуçлăхĕ Станислав Николаев, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Владимир Александров, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Станислав Егоровпа Анатолий Петров хутшăнчĕç.
Тĕрлĕ дистанцисене чупса тухнисене финишра вĕри чейпе сăйларĕç, кунтах апат-çимĕç таварĕсем сутакан ларек ĕçлерĕ тата ытти те. Спонсорсен йышĕнче Л. Н. Данилов предприниматель те пулчĕ. Вăл “Нацисен кросĕнче” мала тухнисене чыслама 45 дисконтлă карта уйăрнă. Ун тăрăх пĕрремĕш вырăн йышăннисем унăн “Хозтовары” магазинĕнчен вăл е ку япалана — 10, иккĕмĕш призерсем — 9, виççĕмĕшсем 8 процент йÿнĕрех хакпа туянма пултараççĕ. “Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçи Виталий Афанасьев иртнĕ çул — шкулсен аслă ушкăнĕнче мала тухнă командăна, кăçал вара кĕçĕн ушкăнрине чыслама ятарлă кубок илсе панă. Ку парне мар-и?! Епле аван. Спорта аталантарас çĕре кашни предпринимателĕн çавăн пек тÿпе хывма çине тăрасчĕ.
Вăтам шкулсенчен асăннă ăмăртура Трак гимназийĕн команди çĕнтерчĕ, пĕлтĕрхи пекех “Пятилетка” пĕрлешÿн куçса çÿрекен кубокне тивĕçрĕ. Еншикчуллăсемпе пикшиксем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Тĕп шкулсем хушшинче чатукассисем мала тухрĕç, шывпуçсемпе именкассисем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
* * *
“Нацисен кросĕн” йĕркелÿ комитечĕ асăннă ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă мĕн пур спонсорсене, организацисемпе учрежденисене, вĕсен ертÿçисене чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунать.