АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла ăнтăлакан çын

22 сентября 2009 г.

 

Ялта яланах ĕç нумай. Хуçалăха, кил-çурта йĕркеллĕ тытса тăмалла, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, тухăçлă пахча çимĕç туса илес тесен канăçа çухатмалла…

Вадим Ивановичпа сăмах пуçарсан, вăл яланах тăван Ванюшкасси ялĕ пирки ăш пиллĕн аса илет. ”Ентешĕмсем, тăван хуçалăхăм кăмăл-туйăма çĕклеççĕ”, — тет вăл. Тăван ене канма килнĕ пек туять хăйне Вадим Иванович. Кунта унăн пурте пĕр йĕрпе пырать — каç пулттипе кĕтÿ кĕртсен çирĕме яхăн сурăх Борькăпа пĕрле киле таврăнать (Вадим Иванович Шупашкар районĕнчи “Прогресс” хуçалăхран туяннă ăратлă такана çапла чĕнет ), чăхсем кăтăклатаççĕ е кил хуçине кĕтсе Чăваш Енре сайра тĕл пулакан фазансемпе Мадагаскарти цесаркăсем читлĕхре каллĕ-маллĕ утса çÿреççĕ. Ирсерен Вадим Иванович вĕсене симĕс курăкпа тăрантарать.

Каярах хăйĕн теплицине васкать. Унта вăл баклажансем, пăрăçсем, хăярпа помидорсем çитĕнтерет. Унăн пахчинче, мĕнле каламалла, пурте пур. Акă, йăрансемпе çĕр улми лартнă. Кунта пĕтĕмпе 5 сорт. Хăшĕ тухăçлă пулать — çитес çул çав сортăн лаптăкне ÿстерме пăхать кил хуçи. Анкартинчех пĕве пур. Ирхине пулăсене пĕр витре апат панă та ĕнтĕ.

Ытти енсемпе те интересленет пирĕн ентеш. Вăл ăста сунарçă та: хир сыснине те, кашкăра та, упана та, хуркайăксене те пĕрре кăна мар персе антарнă.

Вадим Иванович тата епле пултаруллă купăсçă пулнине мĕн пур тăванĕсемпе ентешĕсем кăна мар, вăл ертсе пыракан предприяти ĕçченĕсем те аван пĕлеççĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май, В. Николаев ĕçтешĕсем тата Шупашкар районĕнчи суйлавçăсем хушшинче пысăк авторитетпа палăрать. Пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн, апла пулин те вăл кашни эрнерех, кĕçнерни кунсенче, суйлавçăсене йышăнать, тăтăшах вĕсемпе тĕл пулусем йĕркелет, хăй туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки отчет тăвать. Халăх ăна шанать, ахальтен мар Шупашкар районĕн çыннисем иккĕмĕш хут ĕнтĕ В. Николаева ЧР Патшалăх Канашне депутата суйларĕç.

— Эпĕ кунта чăн-чăн хуçа пулнине чĕререн туятăп. Ирхине 5 сехетре тăратăп. Килти ĕç-пуçа пуçтарма тытăнатăп. Выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве хăвалатăп — ентешсемпе тĕл пулатăп, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлетĕп, — сăмахлать Вадим Иванович. — Çакăнта , ман шутпа, атте-анне килĕн савăнăçĕ, тăван кил ăшши, тăван йăван савăнăçĕ.

Халĕ тата ял варринчи пĕвене юсама тытăннă. Хăйĕн кÿршипе, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕпе Анатолий Леонтьевпа, çурхи шыв-шур тата шалкам çумăрсем пĕвене татса ан кайччăр тесе дамбăна хăпартнă, ытти инженери коммуникацийĕсем тунă.

Çут çанталăк газĕ тата ытти ялсемпе çыхăнтаракан хытă сийлĕ çул çукки — Ванюшкасси ялĕн çыннисен тĕп ыйтăвĕсем пулнă. Çак пысăках мар ялăн çыннисем вĕсен килĕсенче хăçан та пулсан “кăвак çулăм” çунасса, килти ытлашши ял хуçалăх продукцине лайăх çулпа турттарса тухасса ĕненме те пултарайман. Ку ял çыннишĕн пурнăçланайми ĕмĕт çеç шутланнă. Анчах Вадим Ивановичшăн мар. Нумай та вăхăт иртмерĕ çак ырлăх пĕтĕмпех Ванюшкасси ялне çитрĕ. Анчах ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, кунти аграри комитечĕн членĕ В. И. Николаев хутшăнмасăр мар паллах.

— Паян тăван çĕр çинче, тăван ялта мĕн туни манăн ăс-тăнра ырă туйăм çуратать, йăх-несĕлĕм малалла тăсăлать, — тет В. Николаев.

Халăх каларăшĕ çапла янăрать: ăçта çуралнă, унта кирлĕ пулнă. Çакна тăван ялĕн, тăван кĕтесĕн мухтавлă ывăлĕн, малашлăха тинкерекен Вадим Николаевăн тĕслĕхĕ яр уççăн çирĕплетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика