АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат, тăван çĕр ĕçченĕ

22 сентября 2009 г.

 

Мĕн пур йăх-несĕлĕ — çĕр ĕçченĕсем

Вадим Иванович Николаев — хăйне политика пурнăçĕнче тата хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче кăтартнă паянхи ертÿçĕсенчен пĕри. Вăл 1959 çулхи августăн 30-мĕшĕнче хамăр районти Ванюшкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. В. Николаев 1999 çулта “Чăваш ен бройлерĕ” ОАО директорне ларсан, пĕтсе ларнă чăх-чĕп фабрикине кĕске хушăрах ура çине тăратма, бройлер ашĕ туса илессине тулли хăватпа ĕçлеттерсе яма, çавна май 600 ытла çынна ĕçпе тата тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтерме пултарчĕ. Халĕ чăх-чĕп ашĕ туса илекен çак предприяти Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех чи лайăххисен шутĕнче. Ял хуçалăхне аталантарас ĕçри ÿсĕмсемшĕн пирĕн ентеше РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Ăна 2001 çулта Чăваш Республикин, 2006 çулта Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсем панă. Авланнă. Виçĕ ача ашшĕ.

Вадим Ивановичăн ашшĕ — Иван Николаевич, Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ, ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Физкультура урокĕсене ертсе пынă. Ăна хăйĕн ĕçне аван пĕлнишĕн, вĕренекенсемпе ăшă кăмăллă пулнишĕн питех те хисепленĕ тата юратнă. И. Николаев, тирпейлĕ те йĕркеллĕ çын пулнă. Хăй вăл нимĕç чĕлхине 1937-1939 çулсенче рабфакра вĕреннĕ, каярах вара пединститутăн ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлĕве малалла ÿстернĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ. 1939 çулта мал ĕмĕтлĕ учителе Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. 288-мĕш стрелковăй полкра вăл кĕçĕн командир пулса тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнать. 1941 çулхи сентябрьте, Минск хулине хÿтĕленĕ чухне, йывăр аманать. Сывалнă хыççăн ентеше тĕрлĕ фронтсенче çапăçма тивет. Çичĕ çул хыççăн кăкăр тулли орден-медальсемпе тăван ене таврăнать. Мĕн пур кăмăлтан шкулти вĕрентÿпе воспитани ĕçне тытăнать. Ĕçсем кал-кал пынă чухне, 1957 çулта, тăван шкула пăрахма тивет. Чăваш АССРĕнчи Министрсен Совечĕн йышăнăвĕпе И. Николаева хамăр районти “Правда” колхоз председательне çирĕплетеççĕ. Фронтовик халăх шанăçне çар приказĕ евĕр йышăннă — кĕске вăхăтрах колхоза ура çине тăратнă.

1963 çулта Иван Николаевич каллех тăван шкула таврăнать, мĕн пенсие кайичченех унта ачасене вĕрентет.

Амăшĕ — Мария Степановна Степанова, 1922 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи Чучукасси ялĕнче çуралнă. Тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. 1941 çулта Толикассинчи вăтам шкула пĕтернĕ. Çав çулхинех М. Степанова Шупашкарти педагогика институчĕн физикăпа математика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Анчах хаяр вăрçă малалла пĕлÿ илме чăрмантарнă. Хĕре Первомайски районне окопсем чавма илсе каяççĕ. 1942 çулта вара çара илеççĕ. Унăн Горький хулинчи 1962-мĕш запаслă радиополкра служба кунĕсене ирттерме тивет. Мария 1943 çулта кăна туллин аслă шкулта вĕренме тытăнать. 1947 çулта алла диплом илсен пултаруллă хĕре Кĕçĕн Шетмĕ шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта вара иртнĕ вăрçа хутшăннă икĕ çамрăк чĕре пĕр тĕвве пĕрлешет.

Икĕ учитель ултă ача çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мальвина Куславкка районĕнчи Тĕрлемес поселокĕнче пурăнать, Тамара — Чул хула облаçĕнчи Лысково хулинче, Татьяна — кунти Сергач поселокĕнче, Ирина — Шупашкарта, ывăлĕсем Вадим тата Олег. Кĕçĕнни Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче тĕпленнĕ. Ывăлĕ-хĕрĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Аслă ывăлĕ, Вадим Иванович, ашшĕ-амăшĕн чи лайăх енĕсене илнĕ, ял хуçалăх производствин чи пысăк йĕркелÿçи пулса тăнă. Вăл 20 çула яхăн агропромышленность комплексĕнчи ĕçе йĕркелештерсе пырать. Пропискăпа ентеш Шупашкар çынни пулсан та, чунĕпе вăл ялтах пурăнать.

Николаевсен мĕн пур йăхĕ çĕр ĕçĕпе çывăх çыхăннă. Аслашшĕ Николай Петрович та, ашшĕ Иван Николаевич та çăкăр ÿстерекенсем кăна пулман, çак ĕçĕн пĕлтерĕшне тĕпрен ăнланнă. Акă ăçтан-ха çĕр патне туртăм пырать. Хресчен çĕре сухалать, акать, калчана тимлĕн пăхса ÿстерет. Тырă вырать, авăртать, кĕр çитсен çĕнĕ çăкăр уявне палăртать. Çулталăкри мĕн пур ĕçсем, вăл шутра уявсем те, хресченĕн çĕр-аннепе çыхăннă. Ăна выльăх-чĕрлĕх те, вĕлле хурчĕ те, хур-кăвакал та, пулă та… кирлĕ. Çак ăнлава Вадим мĕн пĕчĕкрен ăша хывнă.

Паян вăл хула çынни шутланать пулсан та, мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех ашшĕ-амăшĕн килĕнче, Ванюшкассинче пурăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика