22 сентября 2009 г.
Çуллахи отпусксем хыççăн культура учрежденийĕсенче те ĕç çĕнĕ вăй-хăватпа “вĕреме” тытăнчĕ. Красноармейскинчи “Заволжский” клубра та çаплах. Ăна 13-мĕш çул ĕнтĕ П. Владимирова ертсе пырать. Хастар ĕçшĕн вăл “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Полина Захаровна каланă тăрăх, кунти 23 пултарулăх ушкăнне 300 ытла çын çÿрет. Çав шутра ачасемпе пĕрлех çитĕннисем те. Вĕсем тăрăшуллă та хавхалануллă ĕç хыççăн клубра тивĕçлипе канма пултараççĕ. “Чăваш Республикин куьтурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята нумаях пулмасть тивĕçнĕ А. Тюмеровпа пĕрле газ уçлакан станцире ĕçлекенсем, сăмахран, пултарулăха малалла туптаççĕ, çĕнĕ концертсемпе фестивальсене хутшăнма хатĕрленеççĕ.
Т. Ефремова хăй вăхăтĕнче кунти ташă ушкăнне çÿренĕ. Халĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ Татьяна Николаевна “Юность” ташă ушкăнĕн пултарулăх ертÿçи, 80 ачана илемлĕ ташлама хăнăхтарать. Вĕсем кăçалхи май уйăхĕнче “Газпром” тытăмĕн Геленджик хулинче иртнĕ 3-мĕш “Факел” фестиваль-конкурсĕнче иккĕмĕшсем пулса тăнă, Оренбург хулинче те палăрнă. Акă, Красноармейскинче пурăнакан 6 çулхи Диана Романовапа калаçрăмăр та — вăл ташлама та, юрлама та юратнине пĕлтерчĕ.
Палăртма кăмăллă, Е. Небытовпа М. Дмитриев ертсе пыракан ушкăнсене çÿрекен ачасем те хăйсен пултарулăхне тарăнлатса, пуянлатсах пыраççĕ.
Ж. Михайлова вара ал ăстисен кружокне 1995 çултанпах ертсе пырать. Вăл пулăшнипе епле кăна ĕç хатĕрлемест-ши клубра пултарулăхне туптакан 50 ытла çын? Вĕсене сентресем çине музейри евĕр типтерлĕн вырнаçтарса тухнă. Жанна Михайловна кашнин пирки уйрăммăн каласа пама хатĕр.
Г. Петрова, Э. Романова, Е. Иванова тата Е. Тюмерова ертсе пыракан кружоксене çÿрекенсен йышĕ те пысăк.
Çакна та палăртмалла. “Заволжский” клуб çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен ят-сумĕпе чапĕ инçете саланнă. Вĕсен юрă-ташăри ăсталăхне хамăр çĕр-шыври хула-ялта çеç мар, ют çĕр-шывсенчи куракансем те аван пĕлеççĕ. Малашне те çаплах пултăр.