АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла Стальская министр Трак енре тĕл пулусем ирттерчĕ

22 сентября 2009 г.

 

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Трак енре “Ачалăха пулăшасси тата ачасен прависене хÿтĕлесси — Чăваш Енре ирттерекен патшалăх политикин никĕсĕ” темăпа пулнă Пĕрлĕхлĕ информаци кунне Чăваш Республикин пурăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А. М. Стальская ертсе пыракан информаци ушкăнĕ хутшăнчĕ.

Алла Михайловна район пуçлăхĕпе С. А. Николаевпа пĕрле малтанах Упири ятарлă шкулта пулчĕ (директорĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. А. Васильев). Халĕ кунта 24 ача вĕренсе воспитани илет. Информаци ушкăнĕн членĕсем вĕренÿ класĕсенче, библиотекăра тата çывăрмалли пÿлĕмсенче пулса курнă хыççăн акт залĕнче шкулта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕн темипе тухса каларĕç. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев кунсăр пуçне хамăр тăрăхра, районăн 75 çулхи юбилейне хатĕрленнĕ май, пулса иртнĕ ырă улшăнусем пирки те чарăнса тăчĕ, “сирĕн сĕнÿсене шута илсе, Упири фельдшерпа акушер пунктне кану центрĕн çуртне куçарассине вĕçлесе пыратпăр. Пайсупин ялне те автобус çÿреме пуçларĕ”, терĕ. “2002 çулта ку шкула уçнă çĕре хутшăнма тÿр килнĕччĕ мана. Территорине халĕ типтерлĕ те таса тытни савăнтарать. Фонтан та пур, ав. Çапах та ял урамĕсенче, ан çилленĕр те, йĕркелĕх çукрах”, пĕлтерчĕ министр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В. Я. Григорьевпа Г. Т. Алексеев участковăйăн тасалăхшăн çине тăманнисенчен çавăнпах çирĕпрех ыйтмалла.

Унтан министрпа район пуçлăхĕ Еншик Чуллă тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Информаци кунĕн темине çутатса панă хыççăн Л. А. Александровпа Н. В. Викторовăн тата А. В. Тихонован ыйтăвĕсене хуравларĕç. Вĕсем районти хуçалăхсене бюджетран укçа-тенкĕ ытларах уйăрассипе, çĕнĕ “Аурат” завода хута ярассипе, “Ача амăшĕн мухтавĕ” орденпа наградăлассипе, сĕт хакĕ йÿннипе çыхăннă.

Алла Михайловнапа Станислав Андреевич Красноармейскиинчи бизнес-инкубатора та çитсе курчĕç.

Юлашкинчен вĕсем район администрацийĕн çуртĕнче ял тăрăхĕсенчи çĕр йĕркелÿçĕсемпе тата район активĕпе канашлу ирттерчĕç. Унта А. М. Стальская министр, район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. В. Николаев, ыттисем сăмах каларĕç. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев 4 çемьене çурт-йĕр çавăрмашкăн пулăшма субсидипе тивĕçтерни çинчен калакан свидетельствăсем пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика