АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яманаксен уйĕсем пушанаççĕ

22 сентября 2009 г.

 

Тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешĕвĕн директорĕн С. П. Ивановăн кăмăлĕ çак кунсенче çĕкленÿллĕ те, çав хушăрах пусăрăнчăк та. Пĕррремĕшĕнчен — яманаксен уйĕсем пушанса пыраççĕ, тыр-пул — кĕлетре, вăрлăхлăх çĕр улми — путвалта, пысăках мар лаптăксенчи кишĕрпе хĕрлĕ кăшмана алла илмелли çеç юлать. “Иккĕмĕш çăкăра” пухса кĕртме ял çыннисем, бухгалтерипе ферма ĕçченĕсем те тухнă, вĕсене Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем те пулăшу кÿнĕ. Тухăç кăçалхи типĕ çулшăн япăх мар — кашни гектартан вăтамран 200-е яхăн центнер пуçтарса кĕртнĕ.

Святослав Петрович ĕç çине хутшăннă мĕн пур ял çыннипе пĕрлех гимназистсемпе унти вĕрентекенсене ăшшăн тав тăвать.

Унăн кăмăлĕ тата мĕншĕн пусăрăнчăк-ха тетĕр-и? Уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăхăн хакĕ пĕчĕкрен, çавăн пекех ăна вырнаçтарма чăрмавлăран. Çапах яманаксем чунĕпе вуçех те хуçăлмаççĕ, вĕсем малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ, çĕр-шывра ял хуçалăхĕ çине урăхларах пăхма пуçăнасса кĕтеççĕ тата шанаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика