22 сентября 2009 г.
Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче наркотике хирĕçле районти комиссин кăçалхи виççĕмĕш ларăвĕ иртрĕ.
Наркотик хатĕрĕсемпе усă курнипе тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕç районта кăçалхи 8 уйăхра мĕнле пулса пынине пĕтĕмлетнĕ май, унта çакна та палăртрĕç: нумаях пулмасть республикăри наркополицейскисем Красноармейски ялĕнчи килти пĕр хуçалăхра пысăк лаптăк çинче кантăр çитĕнтернине тупса палăрнă. Кил хуçи наркотик тытакан ку ÿсен-тăрана сутма та хатĕрленĕ-мĕн. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, криминаллă милици начальникĕ П. Андреев ларура пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак евĕр тепĕр тĕслĕх те пулнă. Пăрăнтăк ялĕнчи пĕр хуçалăхра 157,2 грамм типĕтнĕ мăкăнь тупнă. “Мăкăнь-2009” профилактика операцийĕ пынă вăхăтра кунпа пĕрлех килти пахча-анкартисенче çак ÿсен-тăрана çитĕнтерекен 10 çынна предписани панă, 5 тăваткал метр çинчи мăкăне тĕп тунă. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче мăкăнь пухма Шупашкар хулинчен ятарласа килнĕ ушкăна тытса чарнă. Вĕсен автомашинин багажникĕнче 486,1 грамм мăкăнь тупнă, унта наркотик тытакан япала — морфин пуррине палăртнă, çавна май, РФ Уголовлă Кодексĕн 228 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕç пуçарнă.
Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Г. Сушко хыпарланă тăрăх, районта хальлĕхе шута илнĕ наркомансем çук. Наркотикпе усă курнине палăртас тĕллевпе кăçал 6 экспертиза ирттернĕ, çакна валли тест-полоскăсем райбольницăра çителĕклех.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. Антонов ларура ку енĕпе вĕрентÿ учрежденийĕсенче мĕнле ĕçсем ирттернине асăнчĕ, тĕллевсене палăртса хăварчĕ.
Çак ыйтупах ларура хăйĕн шухăшне комисси членĕ, Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти районсем хушшинчи пайĕн оперуполномоченнăйĕ, полици лейтенанчĕ Н. Боров та палăртрĕ.
Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕш ыйтупа районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн социаллă ыйтусен пайĕн редакторĕ Г. Ефимов тухса каларĕ, хăйсем наркотик çынсемшĕн, çав шутра уйрăмах çамрăксемшĕн ют пулнине çирĕплетес енĕпе ирттерекен ĕçсем çинчен каласа пачĕ.
Ларура çак ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç, сăмахран, наркотике хирĕçле мероприятисен эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе ку чухнехи технологипе усă курмаллине, çула çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕсем валли вĕрентÿ семинарĕсем йĕркелемеллине, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çамрăксене культурăллă канăва кирлĕ пек ирттерме пулăшмаллине, вĕсен кунпа пĕрлех тĕрмерен тухнă çынсемпе те уйрăммăн ĕçлемеллине палăртса хăварчĕç.
Ларурах комисси членĕ, çула çитмен çамрăксен тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен районти комиссин яваплă секретарĕ Э. Петрова çакăн пек ыйту çĕклерĕ: “Районта хальлĕхе “йывăр” 51 çемьере 86 ача воспитани илет. Ку ачасене, паллах, тĕрлĕ енлĕ пулăшу та вăхăтра кирлĕ. Тен, социаллă пулăшу пайĕ урлă сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче вĕсем валли социаллă пĕр койка-вырăн та пулин уçма май килĕ?.
Ку ыйту-сĕнĕве комисси членĕсенчен нихăшĕ те хирĕçлемерĕ, “питех те кирлĕ”, терĕ çеç.
Ларăва комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. Николаев йĕркелесе пычĕ, сăмах каларĕ.