АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем ытла та ир туртма вĕренеççĕ. Мĕншĕн?

18 сентября 2009 г.

 

Çул çÿренĕ чух тĕрлĕ çынпа курса калаçма тÿр килет. Акă, эпĕ пĕр кун, автобус кĕтсе, Красноармейски автовокзалĕн хÿттинчи сак çине вырнаçрăм. Мана хирĕçринче икĕ ватă тем çинчен хуллен калаçса ларать. Пĕри мăнтăркка питлĕ, кÿпшек çын. Тепри типшĕм те çут сăнлă старик. Питĕнче те, пуçĕнче те пĕр çÿç-сухал пĕрчи те çук. Тăхăнасса та типтерлĕ, таса тумланнă. Пĕрре курсах паллă: туртмасть те, ĕçмест те пулас вăл. Ман унпа çывăхрах паллашас килчĕ те ун çумне куçса лартăм.

— Сирĕн ăçта çити каймалла? — ыйтрăм хайхисертен.

— Мăн Шетмĕ еннелле, — терĕ вăл.

— Хăш ялтан ?

— Пăрăнтăкран.

— Сире мĕнле чĕнмелле?

— Ялта мана пурте “Дядя Миша” тесе чĕнеççĕ. Миша пичче апла.

Çынни ку питĕ кăмăллăскер пулчĕ. Ун пек çынпа автобус килессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ чух вăхăт иртни те сисĕнмест.

— Мĕн ĕçлесе пенси çине тухрăр, ватăлмастăр эсир, — терĕм çакна.

— Ватăлмасси качки, çитмĕл сакăр çула çитрĕм ĕнтĕ. Лесничийре, утарта ĕçлесе пурăнтăм. Хальиччен ăххăм! тесе курман.

— Мăшăру пурăнать-и?

— Килте пĕчченех.Турă пани хĕрĕх икĕ çул каяллах вилчĕ. Теприне хам тупрăм. Унпа та май килмерĕ. Халĕ шуйттан тупса панипе пурăнатăп. Вăл хăй килĕнче. Эпĕ хам килте.

— Эсир туртмастăр пулас-ха. Ку сирĕн сăн-питрен те лайăх палăрать?

— Шăпах 60 кун туртса курнă эпĕ ăна. Йытă çимен япалана мĕншĕн çăвара хыпмалла? Халĕ вĕт шкул çулĕнчи хĕрĕ-арçын ачи çамрăклах туртма вĕренет.

— Вĕсем туртма ан вĕренччĕр тесен, сирĕн шутпа, мĕн тумалла? Хăлхаран туртмалла-и вĕсене?

— Çук, çук. Кунта ачасем айăплă мар. Эпир вĕсене хамăр вĕрентетпĕр.

— Мĕнле хамăр? Эпир вĕсене: “На, турт” тесе сĕнместпĕр-çке.

— Автобус çинче мĕн чухлĕ çын. Унта “йывăр çын” хĕрарăмсем пур-и е пĕчĕк ачасем — вĕсене пăхса-уяса тăмасть туртма вĕреннĕ водитель, çул тăршшĕпех сигарет мăкăрлантарса пырать. Пĕри çунса пĕтсен, ăна чÿречерен вăркăнтарать те каллех çĕннине хыпса чĕртсе ярать. Пассажирăн хăть те мĕнле чăтса пыр. Ман шутпа туртакан шофера автобус çÿретме илмелле мар. Туртакан учителе шкулта ĕçлеме ирĕк памалла мар. Милици ĕçченĕсен те халăх умĕнче ирĕклĕн сигарет туртса çÿрени килĕшÿсĕр. Акă, кур-ха. Çак вăхăтра шăпах “Горячий хлеб” киоскран пĕр милиционер тухрĕ те хăрах аллипе папкине сулкаласа, тепĕр аллипе сигарет ĕмсе, тайлăк-тăйлăк пускаласа килни курăнчĕ.

— Çакă килĕшÿллĕ япала мар. Вăл йĕрке хуралçи вĕт.Ун пеккисене милицие ĕçе илмелле мар, — терĕ хайхискер.

Мишша пиччерен уйрăлнă хыççăн эпĕ те шухăша путрăм. Туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулни пирки иртнĕ ĕмĕрĕн вуннăмĕш çулĕнчех Комиссаров тĕпчевçĕ “Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?” ятлă пысăк статья çырнă. Унта вăл питĕ çивĕч ыйту хускатнă. Анчах эпир халĕ те çав шайрах юлнă. Ниепле те туртма пăрахаймастпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика