АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Управляющи алла руль тытрĕ

18 сентября 2009 г.

 

Тулли мар яваплă "Колос" пĕрлешÿ кăçал пĕрчĕллĕ йышши ял хуçалăх культурисене 440 гектар çинчен пухса кĕртрĕ. Тыр-пул япăх мар тухрĕ кунта, гектарти вăтам тухăç 23 центнерпа танлашать. Ăна тасатса кĕлетсене хывнă, вăрлăхлăх та хатĕрленĕ. Вырма ăнăçлă иртесси ку ĕçе тĕрĕс йĕркеленинчен килет. Çакăнта Владимир Ермаков ертÿçĕне Николай Фомин управляющи вăй çитнĕ таранпулăшса пычĕ.

Чылай çĕрте халĕ механизаторсем тивĕçмеççĕ. Ку пĕрлешÿре те лару-тăру çавнашкалрах. Йывăрлăхран тухас тесе, Николай Петрович МТЗ трактор рулĕ умне ларса кĕлетсене тырă кĕртме хутшăнчĕ. Хĕрÿ ĕç çи вĕçленсенех çÿлте асăннă йышши тракторпа кĕрхи çĕртме сухи тума кÿлĕнчĕ. Кĕске хушăрах ку пĕрлешÿ Липовка çыннисенчен арендăна илнĕ тата ку ял çумĕнчи çĕрсене — 50 гектар — хуратса тухса пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Липовка халăхĕ çĕрпе сухаласа панăшăн “Колос” пĕрлешÿ ертÿçине Владимир Ермакова чĕререн тав тăвать.

— МТЗпа нумай сухалама май çук. Ирпе 8 сехетре пуçласа каçхи 9 сехет иртичченех ĕçлетĕп. Çав хушăра 5 гектар ытларах çеç сухалатăп. Ку лаптăка пĕтерсен, Кайри Карăк çумĕнчи уйри тата “Нива” хуçалăх чиккинчи нумай çул ÿсекен курăксене сухалама куçатăп. Вăл енче пирĕн пĕр ДТ-75 трактор ĕçлет-ха, — тет Николай Фомин.

“Колос” пĕрлешÿн кăçал 250 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тумалла. Çак тĕллеве пурнăçлама ĕлкĕрмелле, палăртать управляющи. Сăмах май, вăл иртнĕ çул та кĕрхи çĕртме сухине хастар хутшăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика